Инкек куçа курăнса килмест теççĕ, çапах унтан асăрханма та пулать. Çул çинче сиксе тухакан аварисем пирки те çакнах калас килет.
Кăçалхи 10 уйăхра Юхпапа Пăла тăрăхĕнче 31 аварие шута илнĕ. Иртни çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăтарту 29 процент ỹснĕ. Çул-йĕр синкерлĕхĕнче 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă (50 процент ỹснĕ), аваринче 33 çын аманнă (26 процент ỹснĕ).
Аслă çул çинче пулакан инкексен сăлтавĕсенчен пĕри - водительсем ỹсĕрле руль умне ларни. Районти ГИБДД инспекторĕсем çак сăлтавпа ултă çын ячĕпе протокол çырнă. Вĕсене пурне те саккунпа айăпланă. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен кăштах лайăхланнă. Çапах та çакă малашне яваплăха чакармалли сăлтав пулмалла мар. Автомашинăпа ỹсĕрле çула тухакан хăйшĕн çеç мар, ыттисемшĕн те пысăк хăрушлăх пулнине пурин те шута илмелле.
Статистика çакна та çирĕплетсе парать. Водительсем хăйсен тимсĕрлĕхне пула час-часах çуран пыракан çын çине техникăпа кĕрсе каяççĕ. Çавна май ăна вилмеллех амантаççĕ е суранлатаççĕ. Ку таранччен çакнашкал 11 тĕслĕхе шута илнĕ. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 120 процент ỹснĕ.
Çав вăхăтрах çуран пыракансем хăйсем çул-йĕр правилине пăхăнманни те пулать. Кăçалхи вунă уйăхра районта пилĕк çынна çак сăлтавпа айăпланă.
Аварие сирсе яма май пур сăлтавсенчен пĕри - хăвăртлăха пăхăнни. Çул çинче автомашинăпа çав тери васкани синкерлĕхпе çаврăнса тухма пултарать. Çитес вырăна вара майĕпен кайсах хăвăрт çитме пулать. Вунă уйăхра хăвăртлăха кирлинчен ытла пысăклатнипе 10 авари пулнă, вĕсенче икĕ çын вилнĕ, тăххăрăшĕ аманнă.
А. МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |