"Мирлĕ тỹпе пултăр, телейлĕ ачалăх"

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2022, 15:49 Просмотров: 243

АЛМАНЧĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ачасене патриотла воспитани парас, курайманлăх туйăмĕсенчен, экстремистла пулăмсенчен, терроризмран асăрханас тĕллевпе классенче йĕркеленĕ мероприятире вĕрентекенсем çак шухăшсене тĕпе хунă. Украинăри ятарлă çар операцинче пуç пунă Н. Сымовпа А. Михеев выпускнисен паттăрлăхне асра тытса пĕр самант шăп тăнă хыççăн кашни класрах телейлĕ ачалăх, лăпкă та тăнăç пурнăç, халăхсен туслăхĕ, тăванлăх пирки калаçнă, çак темăпа ỹкерчĕксем те ăсталанă.

Аслă классенче вĕренекенсемпе вара Интернет тетелĕнче экстремизм сĕмĕллĕ информацисемшĕн, курайманлăх туйăмĕпе хыпарсем сарнăшăн уголовлă яваплăх тытма пултарни пирки те калаçнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика