Парăма кĕрсен никама та пуçран шăлмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2022, 12:08 Просмотров: 155

 ÇЫНРАН кивçен укçа илсен çеç мар, налука е штрафа вăхăтра тỹлемесĕр парăма кĕрсен те парасси хĕн. Ку тĕлĕшпе хура списока лексен йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен аллине çакланасса кĕтсех тăр. Паян пулмасан ыран е кăшт каярах "çылăхна" каçарттармах тивет. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ республикăри "Должник" операци шăпах çул-йĕр правилине пăхăнмасăр, ỹсĕрле руль умне ларнăран е ытти сăлтавпа йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен аллине çакланса штраф укçине вăхăтра тỹлеменнисемпе çыхăннă. Çак эрне тăршшĕпех (ноябрĕн 21-25-мĕшĕсенче) налук службин тата полици сотрудникĕсем пĕрлехи рейдсенче шăпах вĕсене çул çинче чарсах тỹлеттернĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика