КĔÇĔН Патăрьелĕнче пурăнакан Галина Илюткина пенсионерка кашни çур çултах районта тухса тăракан "Авангард" хаçата хăйĕн чи çывăх тус-тантăшне е тăванне çырăнса парне кỹрет. Çав вăхăтрах хăй те "чун апачĕсĕр" нихăçан та юлмасть, ăна мĕн ачаранах юратса вулать. Хальхинче вăл Патăрьелĕнче пурăнакан Валентина Лампасована çакнашкал парне тунă, ăна Анне кунĕпе тата 70 çулхи юбилейĕпе саламласа 2023 çулхи çур çул валли район хаçатне çырăнса панă. Хаклă вулаканăмăрсем, эсир те унран тĕслĕх илме пултаратăр. Тĕрĕ ăсти çывăх çыннисене хăй тĕрлесе ăсталанă ỹкерчĕсемпе те час-часах савăнтарать. Пир татăкĕ çинчи илеме "чун кĕртесси" унăн юратнă ĕçĕ те, чун киленĕçĕ те.
Ноябрь 2024 |