Ноябрĕн 21-мĕшĕнче районта ĕçлĕ çул çỹревпе Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн сенаторĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн секретарĕн пĕрремĕш çумĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин обществăлла йышăну ертỹçи Николай Владимиров пулнă.
Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа вăл Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти "Точка роста" кабинечĕсемпе тата кунти хальхи йышши стадионпа паллашнă. Çак объекта "Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç йĕрки" федераци проекчĕн пулăшăвĕпе тунă.
Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн админис трацийĕн пуçлăхне Владимир Никитина юбилейпе саламланă, хальтерех партине кĕнисене билетсем панă. Юлашкинчен сенатор граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Унта пынисенчен ытларахăшĕ Ишлĕ тата Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕсенче шкул тăвас, ЖКХ тата ытти ыйтусемпе кăсăкланнă.
А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |