Иртеççĕ çулсем, шăваççĕ кунсем

Категория: Публикации Опубликовано: 28.11.2022, 12:11 Просмотров: 193

Кĕрхи куна хăйĕн пурнăçĕпе танлаштарать Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче пурăнакан Ираида Степанова. Кăмăл савăк, пỹлмесем тулли, ĕçсем вĕçленнĕ. Ыр çимĕçне çитĕнтерсе ачасене çемьелентернĕ. Хĕл кунĕсенче канма та юрать.

Иртни вара пурнăçра тарăн йĕр хăварнах. Çак ялтах çуралса ỹснĕ вăл. Çул çитсен качча тухнă. Мăшăрĕ çемьери аслă ывăл пулнăран уйрăлса тухса çурт лартнă. Ăрăва малалла тăсакансене çуратса ỹстернĕ.

Паян кинĕсемпе, кĕрỹшĕпе кăмăллах пăянамăшĕ, анийĕшĕ. Унашкал çынпа кирек кам та савăнĕ.

Степановсем икĕ ывăл та пĕр хĕр çуратнă. Алексей Шупашкарта пурăнать. Вĕсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Антонина хĕрĕ çурçĕрте тĕпленнĕ. Çемьере тата икĕ хĕр пĕрчи ỹсет. Тĕпе вара Геннадий ывăлĕ юлнă. Вăл Патăрьелĕнче ĕçлет. Ирина кинĕ те мăшăрĕпе район центрнех çỹрет. Сывлăх сиплевĕнче тăрăшать. Ялти вуншар çемьен пурнăç çулĕ çак йĕрпех пырать теме пăхĕ вулакан. Тĕрĕсех. Анчах Степановсенче урăхраххи те сахал мар. Вĕсен ыр кăмăллăхне, тăрăшулăхне, çын хуйхине чĕре патне илме пултарнине çирĕплетекен тĕслĕх те пур.

Йышлă ача-пăчаллă Красновсен çемйинче çитĕннĕ Ираида. Ашшĕ-амăшĕ тирпейлĕ те ĕçчен пулнă. Юрра-ташша та маçтăр. Хĕрĕсене çунат хушса вĕçтернĕ, ывăлне авлантарнă. Мăнукĕсемпе киленсе пурăнмалла чухне пĕр хĕрĕ йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Ытла ир-çке. Ăрăва малалла тăсакан 4 çулхи ывăлне çурма тăлăха хăварнă. Сашăна ашшĕ çине шанса ỹстерме май пулман. Йывăр хуйха вăл урăхла пусарма май тупнă.

Çурма тăлăха вара Ираида Петровнăпа Николай Николаевич хăйсен хỹттине илнĕ. Тăван ачисемпе пĕр танах тумлантарма, апатлантарма, воспитани пама тăрăшнă пулсан та Саша патне тимлĕхне ытларах уйăрма кирлине ăнланнă Степановсем. Çапла тунă та. Пĕрлех ĕçе те хăнăхтарнă. Çĕнĕ Ахпỹртсем районта чи малтан пысăк лаптăксемпе сухан, севок, кишĕр çитĕнтерекенсем пулнă-çке. Ялти ĕне ферминче учетчицăра ĕçлекен Ираида Петровна ачисем çывăрса тăриччен колхоз ĕçне тирпейлесе килнĕ. Çуллахи вăхăтра вара вĕсене юнашар тăратса çум çумлама илсе кайнă. Мăшăрĕ ерçеймен. Тракторпа ĕçлекенскерĕн сухаласа, акса, лартса парасси пулнă.

Маларахри çулсенчи пурнăçа хальхи çамрăксем пĕлмеççĕ те. Каласа пани те юмах евĕр çеç туйăнать вĕсене. Ирпе ирех тăрса каланка хутмалла пулнă. Ĕçе тухса кайиччен пỹрт ăшă тăтăр тесе юшкине тайма ĕлкĕрмелле. Çăкăра килти кăмакара пĕçернĕ. Алса-нуски çыхнă. Япалана алăпах çунă тата ытти те. Пурне те ĕлкĕрнĕ. Каярахпа Ираида Петровна ялти ача садне музыка ертỹçине вырнаçнă.

- Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти професси паракан пĕр училищĕне вырнаçрăм. Пĕр пỹлĕмре пурăнакан хĕрачан купăс пурччĕ. Вăл ăна ăста алла илнĕччĕ. Манăн та купăспа калама вĕренес шухăш çуралчĕ. Чăваш кĕввисене кăларма хăнăхрăм. Килĕшрĕ. Яла килсен вара килте купăса алла тытаттăм. Манăн аттен те, куккасен те çак ăсталăх пурччĕ,- тет Ираида Петровна.

Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухнă вăл. Çак вăхăта хăйĕн ачисем самаях аталаннă. Çемьене тепĕр йыш хутшăннă. Хĕрĕ тĕп хуларан Çĕпĕре ĕçлеме куçнă. 9 уйăхри ывăлне малтанласа илсе каяс темен. Кукашшĕпе кукамăшĕ патне хăварнă. Ирина Петровна ăна хăйпе пĕрле ача садне илсе çỹренĕ...

Иртеççĕ çулсем, шăваççĕ кунĕсем. Паян кунтах çитĕннĕ Вадим мăнукĕ те Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пĕрремĕш курс студенчĕ. Çĕр ĕçне кăмăллать. Шкулта вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул вăхăтĕнче куккăшĕн мăшăрĕ патĕнче ĕçлесе ялти пĕр пушă çурта туянчĕ. Çĕр пайĕ илсе сухан-севок çитĕнтерсе унта хĕл каçма пуçтарса хучĕ. Яла килĕштерет. Кунтах каялла таврăнасшăн. Пулăшаканĕсем пур. Инкĕшĕ, куккăшĕсем кирлĕ сĕнỹсене сахал мар параççĕ.

 Пăхатăн та ял хĕрарăмĕ çине тĕлĕнетĕн: кашнийĕн валли чун ăшшине епле çитерет вăл. Пĕрлех тата культура çурчĕ çумĕнчи "Асамат" ансамбле те ертсе пырать. Районта иртекен Акатуй-Сабантуйран пĕрре те юлмаççĕ. Раиса Пыркина, Галина Шакеева, Галина Сагунева, Людмила Лекерова, Светлана Баюсова, Ираида Яковлева, Василий Киргизов, Петр Колпаков, Василий Еллин тата ыттисем ансамбле кăмăлтан çỹреççĕ.

Каçсерен культура çуртĕнче аслисемпе репетици ирттернĕ пулсан, кăнтăрла садикре вара ачасемпе тĕрлĕ конкурса, фестивале хутшăнма хатĕрленнĕ. Ашшĕ-амăшне кашни уяврах концертпа савăнтарнă. Оксана Плешкова, Виолета Трифонова, Максим Данилов, Петр Цыганов, Диана Мыльникова, Анютăпа Таня Тарасовасем район шайĕнчи тупăшусенче çĕнтернĕ. Анюта Рогинапа Вадим Романов вальс ташласа та пĕрремĕш вырăна тухнă.

 Кашни çынпа лăпкăн калаçать Ираида Петровна. Аслисен ырă канашĕсене ăша хывать. Çамрăксене кирлĕ пулăшу пама яланах хатĕр. Çакна тума унăн пурнăç тĕрĕслевĕ çителĕклех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика