Раççейре 1998 çулта Анне кунне уявлама пикеннĕ. Ăна ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Мартăн 8-мĕшĕнчи уявпа уйрăмлăхĕ пур. Ун чухне пĕтĕм хĕрарăма саламлаççĕ. Ку хутĕнче - аннесене тата ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсене.
Хĕрарăмсене çут çанталăк хăй мĕн ĕлĕк-авал- тан амăшĕ тата хăйĕн ачисен малтанхи вĕрентекенĕ пулма палăртнă. Çамрăк ăрăва çитĕнтерни чи çывăх çынсен таса тивĕçĕ. Кирек мĕнле вăхăтра та Раççее хĕрарăмсем хăтарнă.
Эсир пуртан çуралакан ача салтак пулать. Эсир пуртан вăл çĕршыва хỹтĕлеме тăрать. Паянхи кунхи лару-тăру та çакнах çирĕплетет.
В. ПЕТРОВ
Ноябрь 2024 |