ДЕКАБРĔН1-мĕшĕ - СПИД чирне хирĕç кĕрешмелли кун. Патшалăх шайĕнче йышăннă çак кун пурне те çыннăн ĕмĕрне вăхăтсăр татакан усал чиртен сыхă пулмаллине асăрхаттарать. Районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх юлашки вăхăтра çеç тепĕр пилĕк çамрăка çак усал чир çакланнине тупса палăртнă. Мĕн пурĕ районĕпе вич-инфекци серепине çакланнă 68 çын. Вĕсенчен ытларахăшĕ ирĕклĕ, ашкăнчăклă пурнăçа кăмăллакан, эрех-сăрапа ашкăнакан, ют хуласене ĕçлеме çỹрекен çамрăксем. Антонина Валерьевна çак амак пирĕн тăрăхри кашни ялах çитнине пĕлтерчĕ. Çакă, паллах, шухăшлаттарать. Хальхи вăхăтра грипп чирĕнчен, коронавирусран асăрханмалли пирки те манмалла мар. Вĕсенчен хỹтĕленсе вакцина яртарни сывлăха сыхлас тĕллевпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Ноябрь 2024 |