Ентешрен вĕренмелли нумай

Категория: Публикации Опубликовано: 02.12.2022, 10:01 Просмотров: 952

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ку хутĕнче ял библиотекинче (вăл вĕренỹ çуртĕнче вырнаçнă) "Пирĕн ентеш - Антон Салмин" паллашу сехечĕ йĕркелерĕç. Антон Кириллович - истори наукисен докторĕ, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, этнолог.

Малтанах И.Козлова библиотекарь А.Салминăн биографийĕпе паллаштарчĕ. Вăл 1968-1970 çулсенче сывлăш-десант çар ретĕнче тăнă. Сержант, отделени командирĕ пулнă. 1974-1983 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аслă лаборантĕнче, фольклористика енĕпе ассистентра ĕçленĕ. Каярахпа республикăри патшалăх кĕнеке палатин библиографĕнче тăрăшнă. "Хыпар" хаçатра куçаруçă пулса ĕçлеме те тỹр килнĕ ăна.

Ентеш 1986 çултан пуçласа 2004 çулччен Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн аслă тата ертсе пыракан наука сотрудникĕнче, лаборатори ертỹçинче ĕçленĕ. Пĕр вăхăтрах этнологи профессорĕ 2000-2001 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, 2002-2004 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшнă. Кайран Раççей наука академийĕн библиотекинче аслă наука сотрудникĕ пулнă. Пĕрлех антропологипе этнографи музейĕн сотрудникĕнче тăнă.

Антон Кириллович 270 наука ĕçĕн авторĕ. Вăл чăвашсен тата кỹршĕллĕ халăхсен историне тĕпченĕ. Ĕçĕсене Берлинта, Брюссельте, Нью-Йоркра, Бакура, Минскра, Ташкентра пичетленĕ. Вĕсене акăлчанла, пăлхарла, нимĕçле, вырăсла, французла, чăвашла... вулама май пур.

 А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика