Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен хĕлле те канăçлăх çук. Ноябрĕн 22-23-мĕшĕсенче çунă пăрлă çумăра пула хирсем пăрпа витĕнчĕç. Ку кĕрхисене пысăк сиен кỹме пултарнине шута илсе нумайăшне самаях пăшăрхантарттарчĕ. "Россельзозцентр" учрежденин Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем çак кунсенче уйсене çитсе тĕрĕсленĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен республикăри кĕрхи культурăсен 41,9 пин гектарĕ (50,9 процент) лайăх, 39,3 пин гектарĕ (48,8) - аван, 0,15 гектарĕ (0,19 процент) юр айĕнче начар тăрать. Хăш-пĕр районсенче пăр сийне ватма йĕплĕ катоксемпе усă кураççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçал кĕрхисене 4437 гектар акса хăварчĕç. Вĕсем пăрлă çумăра пула мĕнлерех лару-тăрурине пĕлес тĕллевпе "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн тĕп агрономĕпе Анатолий Майоровпа телефонпа çыхăнтăмăр.
- Пăрлă çумăр хыççăн районти хирсене çитсе куртăмăр, тĕрĕслерĕмĕр. Кĕрхисем хальхи вăхăта лайăхах хĕл каçаççĕ. Юр çинчи пăр икĕ сийлĕ,унăн хулăнăшĕ пĕр сантиметр. Вăл çĕр çумĕнчех мар, çавна май акнă культурăсене сиен кỹни палăрмарĕ, - терĕ Анатолий Николаевич.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |