РАЙОН территорийĕнчи çул-йĕр çинче пулакан аварисен ытларах пайĕ водительсем хăвăртлăха пăхăнманнипе сиксе тухать. Тепĕр чухне "Шумахерсен" теветкеллĕхĕ синкерлĕ те вĕçленет. Çакнашкал инкексен шучĕ чактăр, руль умĕнче ларса пыракансем хăвăртлăха пăхăнччăр, çав вăхăтрах çывăхра пулакан аварисен сăлтавне пайăрлатас тĕллевпе çулсем çинче сăн тата видео ỹкерекен видеокамерăсем вырнаçтараççĕ. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра пирĕн районта çакнашкал икĕ камера ĕçлет: пĕри - Патăрьелĕнчи, тепри Туçари çул çинче. Вĕсен "серепине" кашни уйăхрах çул-йĕр правилине пăсакан, хăвăртлăха пăхăнман водительсем çакланаççĕ.
Республикăри Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин информацийĕ тăрăх, 2023 çултан инкексем уйрăмах йышлă пулакан вырăнсене тепĕр 94 камера вырнаçтарма палăртнă. Вăл пирĕн районта та водительсен тимлĕхне тата ытларах ỹстерме çеç пулăшĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ çул видео тата фоторадарсем пулăшнипе республикăра çул-йĕр правилине пăснă 1 005 850 тĕслĕхе шута илнĕ.
Ноябрь 2024 |