УСАЛĂН ури саккăр теççĕ. Çавăнпа та унтан вăхăтра асăрханни, тĕрĕс пĕтĕмлетỹ туни çеç çынна инкек-синкекрен çăлса хăварма пулать. Маларахри çулсенче аслисене вĕсен çамрăк тусĕсем, ачи-пăчи наркотик серепине çакланас хăрушлăх пăшăрхантаратчĕ. Мĕншĕн тесен вăл организмшăн чăн-чăн наркăмăш! Ăс-тăна та улăштарать, сывлăха та хавшататать, кирлĕ пулсан вилĕм патнех илсе çитерет. Халĕвара электронлă сигарет шутласа тупрĕç. Вăл та сывлăхшăн усăллă япала мар.
Ноябрь 2024 |