Декабрĕн 1-мĕшĕнче "Единая Россия" политика партийĕ йĕркеленнĕренпе 21 çул çитнине палăртнă май Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов уйрăм çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Йышăнăва килнисенчен нумайăшĕ ялти инфратытăмпа çыхăннă ыйтусене хускатнă: вĕрентỹ организацийĕсем патне, Патăрьелĕнчи Советски урамĕнче, Анат Чакăпа Первомайски, Козловка-Пăлакассипе Кивĕ Ахпỹрт хушшинче тротуарсем тăвасси, çакă çуран çỹрекенсемшĕн тата уйрăмах ачасемшĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнма май панине каланă. Çавăн пекех Патăрьелсене халăха таса шывпа тивĕçтересси, тасатакан сооруженисен юсавлăхĕ, пуçарулăх бюджечĕпе пурнăçланакан проектсене ĕçе кĕртесси те пăшăрхантарнă. Кашни ыйтупа тивĕçлĕ хурав илнĕ.
Рудольф Васильевич йышăнăва килнисене хăйсене кăна мар, мĕн пур çынна хумхантаракан ыйтусене хускатнăшăн тав тунă.
Çак кун кашни ял тăрăхĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн Пухăвĕн депутачĕсем, "Единая Россия" парти членĕсем çынсене йышăннă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |