Тăван чĕлхене мала хурса ỹсеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.12.2022, 08:47 Просмотров: 774

"2023 çула ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çавна май республикăра, çав шутрах пирĕн районта та ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парассине тата пултарулăхне аталантарассине çитес вăхăтра тата та ытларах тимлĕх уйăрĕç. Çитĕнекен ăру малашлăхĕшĕн халĕ те сахал мар тăрăшатпăр",- тет Сăкăтри ача сачĕн заведующийĕ Надежда Нрти. Малалла Надежда Валерьевна ачасен юлашки вăхăтра тунă çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Анастасия Силюкова, Яна Мтина, Денис Мтин, Элла Елагина "Манăн республика", Богдан Анюров "Манăн çемье Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи историйĕнче", Максим Паймуллов, Степан Волков, Антон Чумаков, Надежда Кулагина сăн ỹкерчĕксен фестивалĕнче, Инесса Лаврентьева, Ксения Пахмуллова "Телейлĕ ачалăх" ăсталăх конкурсĕнче, Антон Красников "Тăван çĕршывăн вилĕмсĕр юррисем" патриотла марафонра... малти вырăнсене йышăнса савăнтарчĕç.

Йыш пĕчĕк мар. Виçĕ ушкăна 45 ача çỹрет. Пĕрин пĕр енлĕ, теприн тепĕр енлĕ пултарулăхĕ пур. Тепĕр ырă япалана та асăрхама май килчĕ. Кирек хăш культура мероприятине хутшăнма та кирлĕ тумĕ çителĕклех. Вăл ачасем валли те, аслисем валли те пур.

- Календарьпе çыхăннă чылай уява палăртатпăр эпир. Вĕсене ачасемпе пĕрлех ашшĕ-амăшне те явăçтаратпăр. "Хаваслă стартсем", КВНсем кăмăллă иртеççĕ. Çулленех районти "Акатуй-Сабантуя" тухатпăр. Вĕсене хутшăнмалли тумсем те çителĕклех. Чăваш, вырăс, ирçе кĕпи-саппунĕ таранах пур пирĕн. Наци йăли-йĕркине мала хуратпăр. Мероприятисене ытларах чăвашла ирттерме тăрăшатпăр. Садик "Тăван чĕлхе - анне чĕлхи" каларăша мала хурса ĕçлет,- теççĕ калаçăва хутшăнса воспитательсем.

4-ăн вĕсем. Пурте пĕрремĕш категориллĕ. Елена Чернова, Светлана Мишина, Наталия Горбунова ача сачĕ уçăлнăранпах (35 çул) ĕçлеççĕ. Екатерина Хитрован та ĕç стажĕ пĕчĕк мар. Воспитатель пулăшуçисенчен Наталия Туктина чи "асли". Галина Шапкинапа Светлана Чиркинан ĕç стажĕ пысăках мар.

 Çĕнĕлĕхсене çуллен кĕртсе пыма тăрăшаççĕ кунта. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен Тăван çĕршывăн символĕсене вĕренеççĕ. Кашни тунтикунах эрнене Гимн юрлассинчен пуçлаççĕ. Аслă ушкăнри ачасем пĕрремĕш куплечĕпе хушса юрламаллине пăхмасăр вĕренчĕç.

Садикре музей та пур. Унта ял пурнăçĕн авалхи экспоначĕсем упранаççĕ.

Стендсем нумай. Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланинче ялтан тухнă паллă çынсемпе паллашма пулать. Садик кун-çулне çутатакан фотостендсем кăмăллă.

Ачасен ашшĕ-амăшĕн пулăшăвне туять коллектив. Çĕвĕ çĕлеме те, шыв кранне юсама та, пусă тасатма та ... хирĕçлемеççĕ аслисем. "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕн администрацийĕ вара кирек хăш ыйтăва та татса пама май тупать..

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика