Ветерансем раштавра та пуçтарăнĕç кĕрекене

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2022, 09:19 Просмотров: 759

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче ырă йăла-йĕркепе хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕнче те хисеплĕ вăрçă тата ĕç ветеранĕсене юбилей ячĕпе саламлĕç, çак ятпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам открыткине кашнинех çитерĕç. Раштавра 90 тата 95 çулхи юбилей ячĕпе кĕрекене пуçтарăнакансем районта тăххăрăн. Пỹртлĕри Артемий Албутовпа Алманчăри Анастасия Хадарована тата Ыхра Çырминчи Зарифулла Зейнетдинована уйăх пуçламăшĕнче вуннăмĕш теçеткене вакланă ятпа чыслама та ĕлкĕрнĕ. Çывăх кунсенчех Анат Туçари Анастасия Кузнецовăна, Кзыл Чишмари Сайфулла Габидуллова, Шăнкăртамри Гильдар Ишмуратовпа Минебану Велиуллована 90 çулхи юбилейĕсемпе ăшшăн саламлĕç.

Çĕнĕ Ахпỹртри Ева Волковăпа Евгения Мартышкина вара - район тантăшĕсем. Пурнăç паттăрĕсем иккĕшĕ те çак уйăхра 95 çул тултараççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика