ÇĔНĔ ÇУЛ умĕн районта пурăнакансен кăмăл-туйăмне çĕклес, çав вăхăтрах уйрăм çынсене, ĕç коллективĕсене культурăллă массăллă мероприятисене явăçтарас, вĕсен творчество ăсталăхне аталантарас тĕллевпе йĕркелекен "Çутăсен асамлăхĕ" конкурс старт илнĕ. Вăл декабрĕн 1-22-мĕшĕсенче иртет. Халĕ вара конкурса хутшăнакансен тĕрлĕ çутăпа, кĕлеткесемпе е эрешлесе ăсталанă сюжетсен композицине хатĕрлесе вĕсем пирки ăнлантару текстне çырмалла, çурт фасачĕсене, урамсене е ытти вырăна капăрлатнине ĕнентерекен сăн ỹкерчĕксене хатĕрлесе район администрацине, ку тĕлĕшпе тимлекен комиссине çитермелле. Маларах вара конкурса хутшăннине ĕнентерекен заявкăсене çак адреспа ярса памалла: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript., ыйтса пĕлмелли тел: 6-14-33. Патăрьел район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕсемпе тимлекен пай пуçлăхĕ Наталия Никитина конкурса кашни ял тăрăхĕ, предприяти, организаци, учреждени коллективĕ хастар хутшăнмаллине çивĕчлетсе пĕлтерчĕ. "Çутăсен асамлăхĕ" тупăшăва комисси декабрĕн 30-мĕшĕччен пĕтĕмлетет. Унччен вара вăхăчĕ нумаях та мар.
Ноябрь 2024 |