Республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политики министерствин шкул çулне çитмен ачасен тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ пайĕн начальникĕ Марина Николаева пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.
Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селивановпа пĕрле вĕсем Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула çитнĕ, апатланăва мĕнле йĕркеленипе интересленнĕ.
Малтанах хăнасем вĕренỹ çурчĕпе, стендсемпе, кабинетсемпе паллашнă.
Шкул директорĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Гельсирень Абейдуллова кунта 400-е яхăн ача вĕреннине, 35 педагог ĕçленине, вĕсенчен 40 проценчĕ аслă, 51 проценчĕ пĕрремĕш категориллĕ пулнине палăртнă.
"Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн шкулта 2020-2021 çулсенче 120 вырăнлăх хушма çурт çĕкленĕ. Çавна май ачасене икĕ сменăпа пĕлỹ парассинчен хăтăлнă. Пĕр вăхăтрах ял варринче ку чухнехи спорт площадки çĕкленнĕ. 2021 çулта муниципаллă вĕрентỹ организацин инфраструктурине çĕнетмелли программăпа килĕшỹллĕн шкул çуртне тĕпрен юсанă.
Аса илтеретпĕр: кăçалхи ноябрь вĕçĕнче Уфара иртнĕ Пĕтĕм Раççейри "Чи лайăх шкул столовăйĕ - 2022" конкурсра Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул команди "Тематика сĕтелĕ "Шкулти апатлану 3.0" номинацире лауреат ятне тивĕçнĕ. Кунти ĕçченсем санитари нормисемпе апатлану правилисене лайăх пĕлнипе палăрнă.
Шкул столовăйĕнче вĕренекенсем кăмăлтан апатланаççĕ. Поварсем тутлă пĕçереççĕ. Шупашкар хăни те апат пахалăхлă пулнине палăртса хăварнă.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |