Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ, саккăрмĕш теçетке çула вакланă Базманкинсем те çавах. Василий Дмитриевичпа Валентина Васильевна çемье çавăрнăранпа кăçал 50 çул çитнине паллă турĕç. 3 ача çитĕнтернĕ вĕсем. Пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. 6 мăнук çитĕнтереççĕ.
Ял-йышра хисеплĕ çемье. Ят-сум çĕнсе илесси вара хăйсенчен те килнĕ. Çамрăклах "куршанак" çыпăçнă вĕсен çумне. 4 класс вĕреннĕ хыççăн Вася пĕрле шкула утакан Василий Григорьевпа 3 уйăх каникулта амăшĕнчен тин çеç уйăрнă пăрусене кĕтнĕ. Пĕрремĕш 25 тенкĕ ĕç укçинчен çĕнĕ кĕпепе шăлавар çĕлетсе панă ăна. Кайран Именкассинчи 8 çул, унтан Первомайскинчи вăтам (ун чухне те 11 класс вĕреннĕ) шкулсенче пĕлỹ пухнă. Пĕрлех тракторист-машинист удостоверенине те илсе тухнă.
Ытти çамрăксем пекех çар ретне тăнă Василий. Унта сержант, взвод командирĕн пулăшуçи пулнă. Яла таврăнсан колхоза çул тытнă. Малтан трактористра, кайран водитель стажерĕ пулса ĕçленĕ. Вăрнарти професси училищинчен электромонтера вĕренсе килсен каллех "Герой" колхоза ĕçе кỹлĕннĕ. Куçăмсăр майпа Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ученăй-агроном дипломне илнĕ. Каччăна виççĕмĕш комплексла бригада бригадирне çирĕплетнĕ. 1981-1987 çулсенче ăна хăйĕн дипломĕпе аслă агроном пулса ĕçлеме тỹр килнĕ. Кайран ỹсен-тăрансене хỹтĕлекен агронома куçнă. 16 çул вара республикăри ỹсен-тăрансене хỹтĕлекен станцин Патăрьелĕнчи филиалĕн диагностикăпа прогноз пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. "Россельхозцентрăн" аслă, тĕп агрономĕ те пулнă Василий Дмитриевич. "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçсе çакăнтанах пенсие кайнă.
Мăшăрĕ те ĕçрен ỹркенсе тăраканни мар. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕскер "Герой" колхозра зоотехникра, кадрсен пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă. "Новая сила" хуçалăхра ферма, йĕтем заведующийĕ пулнă. Тăрăшулăхне пула "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.
- Мăшăрлану кăсăклă пулчĕ пирĕн,- каласа парать Василий Дмитриевич. - 1972 çулта мана "Герой" колхозăн парти, профком, комсомол комитечĕсем Венгрие кайса курма путевка пачĕç. Пулас мăшăрăма, Валя Поляковăна, вара çак чыса ВЛКСМ обкомĕ кỹнĕ. Çул çỹрев килĕшрĕ. Икĕ уйăхран çемье чăмăртарăмăр. Паянхи кун та килĕштерсе пурăнатпăр.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать В.Базманкин. Çамрăкранах çапла. Çитĕнекен ăру хушшинче каччă чухнех вăл йывăр атлетсен секцине йĕркеленĕ. Унта кỹршĕ ялсенчен те çỹренĕ. Кĕçĕн Арапуç команди "Урожай" спорт обществи ирттерекен ăмăртусенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă. Республикăра та курăмлă пулнă. Василий хăй спортăн пĕрремĕш разрядне çĕнсе илнĕ. Хăйĕн виçипе 11 хутчен район рекордне çĕнетнĕ.
Халĕ те стадионсенче курма пулать ăна. Çулла çуран, хĕлле йĕлтĕрпе чупать. Ку енĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет.
А. КАПИТОНОВА
Ноябрь 2024 |