Пурнăç йĕрки - сывă пурнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.12.2022, 09:23 Просмотров: 707

Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине мала хурса ỹсме хăнăхтарасси патшалăхпа тĕрлĕ шайри вĕрентỹ организацийĕн малта тăракан тĕллевĕ шутланса тăрать. Ку енĕпе районта çулталăкне икĕ хутчен ирттерекен массăллă мероприятисенчен пĕрне "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие палăртмалла.

 Çавна май вĕрентỹ организацийĕсенче сывлăх кунĕсемпе урокĕсем иртеççĕ. Конкурссем, профилактикăлла семинар-тренингсем, çавра сĕтел хушшинчи калаçусем, пресс-конференцисем, республикăри паллă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Сывлăха çирĕплетекен спортпа массăллă мероприятисем сахал мар пулаççĕ.

Районти акци мĕнле пынине вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн ачасен ăсталăх çурчĕн ĕçченĕсем "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" тематика баннерĕнче анлăн çутатма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе 311 информаци вырнаçтарнă. Район хаçатĕнче те материалсем пичетленнĕ.

Акцие ачасем мĕнле явăçнине шута илсе конкурс йĕркеленĕ. Мероприятие Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем хастар хутшăннине палăртнă. Вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшĕнче - Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ вăтам шкула çỹрекенсем. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем тухнă.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Кивĕ Ахпỹртре вĕренекенсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Ахпỹрт шкулĕнче пĕлỹ пухакансем.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика