Пĕррехинче «Приютово» станцире …

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 11:38 Просмотров: 482

Малалли

Эпир милици нарядне чĕнме ыйтрăмăр. Чĕнчĕ. Часах икĕ сержант килчĕ, пирĕнтен ыйтса пĕлме пуçларĕç. Çак вăхăтра фуфайка тăхăннисем те каллех персе çитрĕç. Вĕсем ку сержантсемпе пĕлĕшлĕ иккен, çывăх çынсем пек, пĕр-пĕринпе кăмăллă пуплеççĕ. Фуфайкăллисем сержантсенчен вĕсене кам чĕннине ыйтса пĕлчĕç те кассир хĕрарăм патне кайса тем калаçрĕç. Ун хыççăн тухса кайрĕç. Сержантсем пире шăппăн ларма хушрĕç.

 – Ан хăрăр, вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать, – тесе кайма тăчĕç.

Эпĕ вĕсене вăхăтран вăхăта пирĕн пата килсе пăхма сĕнтĕм.

– Пирĕн служба. Вăхăт мĕнле пулать-ха? Кунта сирĕнсĕр те ĕç нумай, – тесе резина патаккисене аллинче çавăрттара-çавăрттара çуллахи тĕттĕмре çухалчĕç.

Эпир вĕсен çурăмĕсене çеç курса юлтăмăр. Пирĕн ĕçсем питех чаплă маррине тинех ăнланса илчĕç студентсем.

 Тахăшĕ каллех:

– Мана, тархасшăн, парса ан ярăр: мана килте анне кĕтет… – тесе нĕшĕклетме пуçларĕ.

Таня пурне те хыттăн каласа лăплантарчĕ.

– Никама та парса ямастпăр. Лăпланăр, – тесе каларăм эпĕ те. Ăшăмра, паллах, хам сăмахсене хам та ĕненмерĕм.

Елчĕк ачине Володьăна манран юлма юраманнине систертĕм, Таньăна касса патне кайса тăма хушрăм: пирĕн лару-тăру начар сценарипе аталанма пуçласан Таньăн кассирпа пĕрле каллех милицие телефонпа шăнкăравлама май пултăр.

Кĕтетпĕр. Фуфайкăллисем каллех шăппăн, пире систермесĕр вокзала çитсе кĕчĕç. Асли мана:

 – Эй, наркăмăшлă кăмпа, кил-ха кунта, вокзалран тухса калаçар. Эсир, ачасем, кунти «сурăх путеккисемпе» пулăр хальлĕхе, – терĕ те иксĕмĕр перрон çине тухрăмăр.

 Хăранипе хама сивĕ чир тытнă пек силлет, анчах шалтине тула кăлармастăп.

– Падлă, эсĕ мĕскер, манпа ача вăййи вылясшăн-и? Мĕн тума пакунлисене пĕлтертĕн? Поселок манăн алăра, ментсем те мана пăхăнаççĕ. Эпĕ çынна вĕлернĕшĕн çирĕм çул зонăра пулса. Çавăнпа санăн ман валли хуть те мĕн каласан та виçĕ «путек» уйăрса пама тивет. Итлемерĕн тĕк «йăлтăркка перо» сан аяк пĕрчи хушшинче наччас чĕрӳне шыраса тупать, – тет.

– Килĕшетĕп: ку лару-тăрăва, паллах, ăнсăртран туса ятăмăр. Эпĕ икĕ çул салтакра стройбатра йĕркеллĕ арçынсемпе, малолеткăра чылай çул ларса тухнă ачасемпе, пĕр чĕлхерен пурăннă. Эпĕ вĕсене хисеплеттĕм, вĕсем мана хисеплетчĕç. Ҫавăнпа тĕрме йăли-йĕркине аван чухлатăп, хисеплĕ çыннăм. Ытлашши хĕрсе ан кай тархасшăн, хамăрăн ситуацие çиччас ăнлантаратăп, – тетĕп. Хам çав вăхăтрах куç хĕррипе вокзал алăкне куçран вĕçертместĕп. Елчĕк ачи Володя эпир мĕн калаçнине илтеймест пулсан та мана куçран çухатма тăрăшманнине ăшра ырласа ăна тав тăватăп.

Тĕрмере ларнă çынсем васкама юратмаççĕ, пуплессе те васкамасăр, кашни сăмаха виçсе сăмахлаççĕ. Эпĕ те васкамасăр, сăмахсене татса, хамăр камсем пулнине, шалта мĕнле хĕрсем ларнине, кунта экспедицире мĕн тĕллевпе çӳренине уçăмлăн ăнлантарса патăм.

 – Хĕрсене тытса илме ытлашши ан васкăр, нумайăшĕ вĕсенчен ыталанса та курман-ха, таса хĕрсем вĕсем. Енчен те сирĕн хăвăрăн йăмăк е тăванăрсен пирĕн хĕрсем пеккисем пулсан, вара вĕсене вараласан тĕнче кӳренет вĕт, Турă умĕнче çылăх пулĕ, – тесе асăрханса, çиллентересрен хăраса калатăп.

– Малец, сан мана вĕрентме кирлĕ мар. Ӳссе çитеймен-ха эс, пурнăç йывăрлăхне тутанса курман. Манăн мĕн тума юрать, мĕн тума юрамасть – хамах пĕлетĕп! Санăн «кроликусем» авă мĕнле йăрă чупса çӳретчĕç. Кашни сăмахна пĕлсе, шăл витĕр сăрхăнтарса кăлар. Эсĕ халь вокзала кĕрсе ман юлташсене кунта килме кала. Пĕр «ханурикпе» калаçу пур-ха пирĕн. Тепĕр çур сехетрен килетпĕр. Хĕрӳсене хатĕрле. Мотри, йăнăш ĕçсем ан ту, иккĕ каламастăп, – терĕ те ку лампочка çути çитеймен вырăна кайса тăчĕ.

Эпĕ васкаса Володя патне пытăм, вокзала пĕрле кĕтĕмĕр. Володьăна хĕрсене лăплантарма ыйтрăм, вокзал тулашне пирĕнсĕр тухма юраманнине ăнлантарма хушрăм. Хам вара каллех кассир патне утрăм. Кассир кăмăлсăр:

– Сире пула манăн хамăн та, çемьен те проблемăсем пулма пултараççĕ. Çӳретĕр кунта поселок çыннисене пăтратса – ларасчĕ килте, – тесе мăрлатать. Çав вăхăтрах хăй 02 номерпе милицие шăнкăравлать, вокзала тепĕр хут килме ыйтать: – Камăн та пулин кунтах лармалла – çамрăксене пĕтереççĕ вĕт сирĕн клиентусем, – тет.

Салтакра туяннă «командирский» сехет çине кашни пилĕк минутран пăхса тăратăп. Вăхăчĕ питĕ те вăраххăн шăвать-çке ун пек чухне. Кĕтетпĕр. Поезд килессе те кĕтетпĕр, милици сотрудникĕсене те кĕтетпĕр тата фуфайкăллисем килессине пĕлсех вĕсене те кĕтетпĕр. Поезд яланах вăхăтра çӳрет. Ыттисем мĕнле тата? Паллах, ыттисем килмесен питĕ лайăх пулĕччĕ те, анчах вĕсем пиртен ыйтмаççĕ.

Çитрĕç. Малтанхи пекех шăппăн кĕчĕç. Йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕç те мана кăчăк туртса урама тухма чĕнчĕç.

– Володя, мана куçран ан вĕçерт, – тесе хăвартăм та тухрăм.

Перрон çинче калаçу пуçланчĕ.

– Каласа пар-ха эсĕ салтакра пĕрле пулнă пирĕн «юлташсем» çинчен. Кайран вĕсемпе çыхăнса илĕпĕр, мĕн те пулин суйсан ман çынсем сан пата килне пырса мăйран сĕрсе хăварĕç, – тет асли.

Килĕшетĕп. Пирĕн ротăра, чăнах та, çын вĕлернĕшĕн ачаллах нумай çул тĕрмере ларнă мăкшăсем хĕсметре тăратчĕç. Пиртен чылаях аслăччĕ вĕсем, стройкăра пурте ăста ĕçлетчĕç. Вĕсемпе тавлашма, хирĕçме пултаракан çын çукчĕ. Вĕсем командирсемсĕр пуçне ротăра хуçа пулнă. Шутлатăп, мĕнле историсем каласа парас? Ерипен калаçăва пуçларăм. Çав вăхăтра патруль «бобикпа» çитрĕ. Милиционерсем васкамасăр анчĕç, пирĕн пата пычĕç.

 – Мĕнле ĕçсем? Сана кунта хĕстермеççĕ-и? – тесе ман енне пăхса ыйтать пĕри.

– Çук, хĕстермеҫҫĕ. Йĕркеллех. Калаçатпăр çеç, – тетĕп. Çав вăхăтрах ăшра: «Ку фуфайкăллисем ырă шухăшпа килменни çинчен калас-и е калас мар-и?» – текен иккĕленӳллĕ шухăш çаврăнса çӳрет.

– Начальник, кунта йĕркеллех. Лайăх çыннăн сигарет çук та, хăналама ыйтрĕ. Тыт, Гера, туртса яр, – тесе сигаретне çăварĕн пĕр енчен тепĕр енне меллĕ кăна куçарса йĕрĕнсе каларĕ фуфайкăлли.

Халĕччен нихçан та туртса курман эп – сĕннĕ «Прима» сигарета илтĕм, çăвара хыпрăм. Чĕртсе яма шăрпăк çулăмне фуфайкăллисен асли сĕнчĕ. Пĕрре кăна ĕмсе илтĕм –куç-пуç алчăраса кайрĕ, сывлăш пӳлĕнсе килчĕ, ӳсĕре пуçларăм. Милиционер ман çине кăшт кулараххăн пăхса илчĕ те пăрăнса утрĕ. Юлташĕпе пĕрле вĕсем вокзала кĕрсе кайрĕç.

– Куратăп, аптрамасть ача эсĕ, кирлĕ-кирлĕ мар калаçма юратмастăн. Атя вокзал хыçне. Унта калаçма никам та чăрмантармасть, – тет мана сигарет сĕнекенни.

 Вокзал хыçнелле утрăмăр. Шикленетĕп хам. Володя айккинче пирĕн хыççăн утать, куçран вĕçертмест. Çакă кăшт лăплантарать мана. Чарăннă калавăма малалла тăсрăм.  Мана пуçран кĕреçепе çапнă чиканăн икĕ аллине мăкшă ачисем юри хуçни пирки те каласа патăм. Тĕрме çыннисем ĕçленĕ объекта ăнсăртран лексен пирĕн отделенин ачи, мăкшă, маларах ĕçленĕ урккăсем хăйсен «юлташĕсем» валли «сухпаек» текен апатлă, чейлĕ, сигаретлă пакет (НЗ) ăçта пытарма пултарни çинчен мана вĕрентсе, тупса кăтартнине те каларăм. Унтан тата тепĕр пăтăрмаха та аса илтĕм.

«Пĕр украинец (тĕреклĕ йĕкĕтчĕ) хăй культурист пулнă май пит те мăн кăмăллă тытатчĕ хăйне. Пĕррехинче вăл самоволкăна кайма пуçтарăнчĕ. Ăна Вася Нечкин, темиçе çынна вĕлернĕшĕн тĕрмере ларнăскер, çапла каласа хучĕ:

– Пиртен ыйтмасăр ăçта кайма пуçтарăннă эс? Утюглакан тумна ил те шăлăн бытовкăран: эпир хамăр кайма палăртрамăр, – тет.

Пурин те пĕр вăхăтрах самоволкăна кайма юрамасть. Хохол килĕшмест, çак ыйтăва вăй виçсе татса пама сĕнет. Вася ним сăмах каламасăр бытовкăн кантăклă алăкне утюгпа меллĕн ватрĕ те кантăкăн кинжал евĕр ваннă пĕр катăкне илсе хохола шĕвĕр вĕçĕпе хырăмран чикрĕ.

– Итле халĕ мана. Пурне те эсĕ ăнсăртран хăвна ху амантнă тесе калăн. Енчен те ун пек тумасан ман юлташсем сана госпитале пырса мĕн тума пултарасса ху пĕлен, – терĕ. – Сирĕн вара (çакна пăхса тăракансене калать) нимĕн те никама та калама юрамасть!

Çапла каларĕ те Нечкин бытовкăран васкамасăр тухса кайрĕ».

Итлеççĕ. Асли малта мана хирĕç тăрать, иккĕшĕ – асли хыçĕнче пĕр ик-виç утăмра.

Милици сержанчĕсем курăнса кайрĕç те, мана хирĕç тăракансем:

– Каярах килĕпĕр, хатĕр тăр, – тесе тĕттĕмре вăр-вар çухалчĕç.

– Кĕр хăвăрăннисем патне, минресе ан çӳре, – терĕç мана милиционерсем, унтан хăйсен маршручĕпе малалла кайрĕç. Чупса тенĕ пек вокзал алăкĕ еннелле васкарăм. Унта мана Володя кĕтсе илчĕ. Иксĕмĕр пĕрле шала кĕтĕмĕр. Вокзалта лару-тару лăпкă. Сергейпа Саша каллех алхаса пуçланă та, вĕсене лăплантартăмăр. Шалтан, ăш-чикрен чĕтретекен пăшăрхану туйăмĕ, хăрани тухнă май мана каллех силле пуçларĕ. Шыв ĕçкелесе кăшт лăпланкаларăм, анчах ăш вăркани иртмерĕ… Манăн «çĕнĕ юлташсем» кирек хăш вăхăтра та каллех килме пултараççĕ-çке.

Тул çутăлчĕ. Чăтăмсăррăн хамăрăн пуйăса кĕтетпĕр. Ăш вăркать. Таня, икĕ Володя та – сиксе тухнă пăтăрмаха татса пама тăрăшакансем – лăпкăн лараймаççĕ. Турра шĕкĕр, эпир кĕтекен пуйăс çине ларма хатĕрленнĕ çынсем вокзала пуçтарăна пуçларĕç. Вокзал тулашĕ те, шалта кĕтмелли пӳлĕмсем те çынсен ирхи вăрах калаçăвĕпе тулма тытăнчĕ. Хăрушлăх сĕмĕ пирĕншĕн чакрĕ. Халăх умĕнче «фуфайкăллисем» хăюллă пулакан мар.

Çăлăнăç пуйăсĕ тинех килсе çитрĕ. Эпир плацкарт вакуна вăр-вар кĕрсе хамăрăн палăртнă вырăнсене вырнаçрăмăр. Сак çине ларсан, сасартăк, хам ывăннине туйса илтĕм, çавах та вакунра алăксем патĕнче вырăн йышăннă хĕрсене пĕр сехете яхăн çывăрма юраманнине систерсе хутăм, «ют çынсем» вакуна кĕрсен хама асăрхаттарма хушрăм та вырăна кайса лартăм.

Пуйăс вăраххăн хускалса кайрĕ. Юлашкинчен вакун чӳречинчен ăнман вырăнпа сыв пуллашас тесе «Приютово» станци енне пăхрăм та, … вокзал çурчĕ хыçĕнчен перрон çине фуфайкăллă виçĕ кӳлепе васкаса тухрĕ. Вĕсем сӳнтерме маннă лампочка айĕнче чарăнчĕç те хăвăртран та хăвăртрах каякан пуйăса кăмăлсăррăн ăсатса ячĕç. Эпĕ салтăнмасăрах сак çине йăванса кайрăм…

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика