Çуна вырăнне - "пỹремеч"

Категория: Публикации Опубликовано: 16.12.2022, 11:59 Просмотров: 485

 ТЕМИÇЕ çул каялла çеç-ха шăпăрлансемпе аслăраххисем сăрт айккинчен хаваспах çунашкасемпе ярăнатчĕç. Хĕллехи "хурçă ут" çине икшерĕн те, виçшерĕн те вырнаçнă... Паянхи кун хыçлă çунасене вĕрсе хăпартнă резина "пỹремечсем" улăштарчĕç. Халăхра ăна "ватрушка" теççĕ. Мечĕке аса илтерекен çăмăл ларкăч сăрт айккинчен шуса аннă чухне пысăк хăвăртлăхпа таçта çитиех тапса сикме, çаврăнса ỹкме е пырса çапăнма та пултарать. Ахальтен мар республикăра ватрушкăпа ярăнса инкек курнă тĕслĕхсем кашни çулах пулаççĕ. Çавăнпа та ачасен те, аслисен те (вĕсем те хаваспах усă кураççĕ) инкек-синкек сиксе тухасран асăрханмалла. Пĕчĕкскерсене хăйсем тĕллĕн ватрушкăпа ярăнма кайма ирĕк пани те пысăк теветкеллĕхпе çыхăннă. Çулсеренех Треньел ялĕнчи пысăк сăрт айккине ватти-вĕтти пуçтарăнать. Унта кăçалхи сезон та пуçланнă. Хĕллехи канупа киленỹ вырăнĕ пурне те ырă кăмăл çеç парнелетĕр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика