Çутă пултăр кашни çуртра

Категория: Публикации Опубликовано: 20.12.2022, 13:42 Просмотров: 371

 Паян электричество çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăхăтлăха чарсанах кил-çуртри хăнăхнă хăтлăх пачах пĕтет: пỹртре тĕттĕм, шыв кĕмест, телевизор та, холодильник те, кĕпе-йĕм çăвакан машина та ĕçлемеççĕ... Кĕсье телефонĕн зарядки пĕтсен вара мĕн тумаллине те пĕлместпĕр. Кăçал декабрь уйăхĕнче районта пурăнакансен çанталăка пула пĕрре мар çурта çутса ларма тиврĕ. Электриксен ĕçĕ мĕн тери кирли, пархатарли çакăн пек чухне тепĕр хут çирĕпленет. Декабрĕн 22-мĕшĕнче вĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Пире çутăпа тивĕçтерессишĕн ырми-канми тăрăшакансен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма "Атăл çинчи Раççей сечĕ" ПАОн "Чăвашэнерго" филиалĕн Кăнтăр электричество сечĕсен производство пĕрлешĕвĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн начальникĕпе Александр Денисовпа тĕл пултăмăр.

- Александр Витальевич, районти халăха çутăпа вăхăтра тивĕçтерсе тăрассипе миçе çын тăрăшать?

 - Эпир хамăр районти 56 тата Комсомольскинчи пилĕк ялшăн яваплă. Первомайскинчи участокпа пĕрле коллективра 53 çын тăрăшать, унтан электромонтерсем 10ăн, ыттисем инженерсем, диспетчерсем, водительсем, пăрапа пăралакан машинист, счетчиксен юсавлăхне, электроэнергишĕн вăхăтра татăлса пынине тĕрĕслесе çỹрекенсем пур. Кашнийĕ явапăха туйса ĕçлет.

 Электричество талăкăн хуть хăш вăхăтĕнче те пĕтме пултарнине шута илсе дежурнăй бригада 24 сехет тăрăшать. Пĕрремĕш смена 7-19, иккĕмĕш смена 19-7 сехетчен вăй хурать. Канмалли кун та, уявсенче те эпир ĕçлетпĕр.

- Хĕле кĕнĕренпех сирĕн канăçлăх çук. Пăрлă çумăра пула ялсем электроэнергисĕр тăрса юлнипе кунĕн-çĕрĕн тăрăшма тиврĕ. Эсир те ытти ĕçченсемпе пĕрлех кăлтăксене сирме тухса çỹрерĕр.

- Çак сферăра 1996 çултанпа тăрăшатăп, анчах кăçалхи пек тĕслĕхпе пĕрремĕш хут тĕл пулатăп. Икĕ хутчен пăрлă çумăр çурĕ, çавна май электричество пăралукĕсем пăрланса ларнипе йывăра чăтаймасăр татăла-татăла анчĕç, 7 юпа хуçăлчĕ. Йывăçсем сыхлав зонинчен аяккарах пулсан та хуçăлса линие сиенлетрĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене электроэнергипе хăвăртрах тивĕçтерес тесе пурте тенĕ пекех инкеке сирме тухрăмăр. Сменăпа ĕçлекенсем те килĕсене каймарĕç, юлташĕсене пулăшма васкарĕç. Тĕрĕссипе, кану пирки манса вăй хума тиврĕ. Чи малтанах социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене (больницăсене, ваттисен çурчĕсене...), халăха çутă парассишĕн тимлетпĕр.

Электричество пыракан пăралуксем ялсенче, çулсен хĕррипе çеç вырнаçман, электромонтерсен вăрманпа, хирпе йĕлтĕр тăхăнса та, çуран та çỹреме тивет. Çавăнпа та халăха пире те ăнланма ыйтатпăр: хăш-пĕр ыйтăва минутпа, сехетпе татаймастăн. Яланах май пур таран инкеке хăвăртрах сирессишĕн тăрăшатпăр.

- Пăрлă çумăрсем кăтартнă пăтăрмаха сирме республикăна ют регионсенчен те электромонтерсем пулăшма килчĕç. Пирĕн района та чĕнсе илнĕ-и?

- Çук, эпир хамăр вăйпах пур ĕçе те пурнăçларăмăр. Пĕр-пĕрне алă тăсса парасси вара пирĕн йăлана кĕнĕ. Астăватăр пуль ĕнтĕ, 2014 çулта та çакăн пек пăрлă çумăр çунăччĕ, анчах ун чухне кăнтăр районĕсене вăл лекеймерĕ. Çав вăхăтра Вăрмар, Муркаш районĕсене пулăшма кайрăмăр.

- Александр Витальевич, хăвăр ĕçĕрпе туллинрех паллаштараймастăр-ши?

- Юсав программипе килĕшỹллĕн май-октябрь уйăхĕсенче кивелнĕ юпасене, электропăралук, подстанци трансформаторĕсене çĕнететпĕр. Çавăн пекех электричество юписем çывăхĕнчи йывăçсене касатпăр. Усăннă проводасене туртăнтаратпăр. Унсăр пуçне кил-хуçалăхпа пурăнакансен кивелнĕ счетчикĕсене те улăштарса паратпăр.

 Пирĕн ĕç тимлĕх тата васкавлăх ыйтать, çакна шута хурса ĕçлетпĕр.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика