Хĕллехи каникул умра, çакна тытар кашнийĕ асра!

Категория: Публикации Опубликовано: 23.12.2022, 13:29 Просмотров: 290

 ÇĔНĔ ÇУЛ савăнăçĕпе пĕрлех шкул ачисемшĕн хĕллехи каникул та инçе мар. Çавăнпа та РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревкий" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине декабрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 8-мĕшĕччен "Асăрханăр - каникул!" оперативлă профилактика мероприятийĕ иртни, çак тапхăрта çул-йĕр çинче уйрăмах асăрхануллă пулмаллине пĕлтерчĕ.

 Шкул ачисен хĕллехи каникул вăхăтĕнче çул-йĕр инспекторĕсем служба ĕçне тата ытларах вăйлатĕç. Çакна пăхмасăрах водительсен те, çуран çỹрекенсен те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнас тĕлĕшпе тимлĕхе ỹстерме тивĕ. Васкани е теветкеленни инкекпе çаврăнса тухма та пултарать. Инçе çула пĕчĕк шăпăрлансемпе тухакан водительсен вара ачасене хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курса çыхăнмаллине те манмалла мар!

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика