Юлашки çулсенче социаллă сетьпе, телефонпа усă курса хăйсен пайтишĕн укçа тăвакан мошенниксем пирки йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем асăрхаттарсах, МИХ хатĕрĕсенче çырсах тăраççĕ пулин те, çав-çавах ултавçăсен серепине çакланса шар куракан сахал мар. Çакнашкал преступленисем пирĕн районта та ỹссех пыраççĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки "Авангард" хаçат редакцине РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участокри уполномоченнăйсен пайĕн начальникĕ, полици подполковникĕ Илдус Козлов:
- Хальхи вăхăтра мошенниксемпе çыхăннă преступленисем ỹссех пыни пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа районта ултавçăсен серепине çакланса укçа куçарса панă е ытти сăлтавпа пысăк тăкак курнă 28 тĕслĕхпе (иртнĕ çул 21 факт пулнă) уголовлă ĕç пуçарнă. Çынсем икĕ миллион ытла тенкĕ тăкак курнă. Темиçе кун каялла çеç Шăнкăртамра пурăнакан 35 çулхи çамрăк телефон мошенникĕсен шанăçне кĕрсе счет çинчен 186 пин тенкине çухатнă. Ултавçăсем чылай чухнехи пекех "банк ĕçченĕ" пулса калаçнă, унăн ячĕпе кредит илекенĕн килĕшỹне хуплас тĕллевпе "пулăшма" шăнкăравланине ăна питĕ шанчăклăн ĕнентернĕ...
Ултавçăсем дистанцилле майпа çынсене питĕ çепĕç калаçса е шанчăклă сăмахсемпе СМС çырса чике тăршшĕ лартаççĕ. Акă, каллех тепĕр çамрăк арçын хăйĕн телефонне 7500 тенкĕпе сутас тĕллепе "Вконтакте" социаллă сете пĕлтерỹ вырнаçтарнă. Ăна "туянакан" çийĕнчех тупăннă. СМСпа çырса телефон мĕнлерех лару-тăрура пулнине, хăçан туяннине, çыхăну хатĕрĕ мĕнле ĕçленине тыта ыттине те ыйтса пĕлсе шанăçа кĕнĕ, укçине куçарса пама банк карттин реквизичĕпе кодне ыйтнă, малалла мĕн тумаллине ăнлантарнă. Арçын туянакан пирки иккĕленнĕ пулин те вăл ыйтнă условисене пурнăçланă. Çакăн хыççăнах унăн 7500 тенкине счет çинчен касса та илнĕ...
Мошенниксенчен шар курнă тепĕр арçын вара Интернетри пĕлтерỹпе пасартинчен йỹнерех УАЗ автомашина туянма тытăнса чылай тăкак курнă. Сутакан каллех чееленнĕ. Укçин пĕр пайне маларах куçарса парсан техникăн 20 процентне йỹнетсе пама шантарнă. Автомашина туянма пикеннĕ çын малтан 10 пин тенкĕ, каярах вăл пусахласах ыйтнипе 40 пин тенкĕ куçарнă. Лешĕ тата ытларах укçа ыйтма пуçланă... Çакăн хыççăн арçын шухăша кайса сутуçă патне шăнкăравланă, килĕшĕве татнине пĕлтернĕ, çавна май укçине каялла куçарса пама каланă. Ултавçă унăн хыпарне илтнĕ хыççăнах хăйĕн йĕрне çухатнă. Юрать-ха, шанăçа кĕрсе пĕтĕмпех куçарса паман.
Çакнашкал преступленисене татах та илсе кăтартма пулать. Следстви комитечĕн сотрудникĕ вырăнĕнче шăнкăравланă тĕслĕх те пур. Пакунлă çын хĕрарăма суя доверенноçпа унăн ячĕпе 1 миллион тенкĕ кредит илекен тупăннине ĕнентерсе пĕр банк счечĕ çинче упранакан 100000 тенкине илсе тепĕр банка хумаллине ăнлантарнă, телефонпа мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине каласах тăнă. Хĕрарăм ун хыççăнах çак суммăна мошенниксем унăн счечĕ çинчен касса илни пирки полицие заявлени çырнă.
Хисеплĕ граждансем! Енчен те сире телефонпа шăнкăравласа тĕрлĕрен операци тума, картта номерне, СМС çинчи пароле, кодне ыйтаççĕ пулсан пĕр иккĕленмесĕрех калаçăва татăр! Вĕсем - мошенниксем!
Çакна та асра тытăр: банк тата ытти финанс организацийĕн сотрудникĕсем сире нихăçан та шăнкăравламаççĕ, сирĕн реквизитсене те, СМС-хыпарлав урлă ссылкăпа куçма тата ытти ĕçсене пурнăçлама та ыйтмаççĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |