Вăйлисем çĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.12.2022, 15:31 Просмотров: 303

"Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче Патăрьел ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе уçă турнир иртнĕ. Спортсменсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн - ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ Иван Григорьев, В. Кочков ячĕллĕ Шупашкарти пиллĕкмĕш спорт шкулĕн директорĕ Илья Фомин, преподаватель-тренерсем, спорт ветеранĕсем килнĕ. Турнирта Патăрьел, Шупашкар, Красноармейски, Канаш районĕсенчи, Канаш хулинчи, Мари Элтан, Ульяновск облаçĕнчен 100 яхăн спортсмен хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе тата сумлă призсемпе хавхалантарнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика