Ентешĕмĕрĕн ĕçĕсем вилĕмсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2022, 18:37 Просмотров: 165

Чăваш Ишекĕнчи клубра çак ялта çуралса ỹснĕ хисеплĕ ентешĕмĕре Лев Пантелеймонович Куракова асра тытса асăну каçĕ иртнĕ.

Мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фенил Алиуллов, Чăваш Ен тата Палестина халăхĕсен туслăхпа килĕшỹ обществин президенчĕ Аль-Балауи Бассам Фатхи, Чăваш наци конгресĕн Патăрьел район уйрăмĕн ертỹçи Светлана Кулакова, районти Общество канашĕн членĕ Людмила Софронова, Михаил Харитонов, Пантелеймон Шихранов педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, çывăх тăванĕсемпе ял-йыш хутшăннă.

Лев Пантелеймонович пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ пулин те районшăн, халăхшăн пурнăçланă пархатарлă ĕçĕсем вилĕмсĕр, ырă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.

Унăн тивлечĕпе, пуçарăвĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕнче шайĕнче Кокель пленэрне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Алексей Кокель ỹнерçĕн тăван ялĕнче - Турханта - çулсеренех Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи, Беларуç, Казахстан тата ытти çĕршыври паллă сăрă ăстисем пуçтарăнса хăйсен творчествипе паллаштарни, пирĕн тăрăхри ĕç паттăрĕсен сăнарĕсене, ытарайми илемлĕ вырăнсене пир татăкĕ çине ỹкерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2007 çултанпах пурнăçланса пыракан пархатарлă форума хутшăннă ăстасем 1000 ытла ỹкерчĕк хатĕрленĕ. Сăмах май каласан, Турханти культура çуртĕнче пленэр хастарĕсен ĕçĕсенчен ỹкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ. Турханти А. Кокелĕн çурт-музейне реконструкцилесе хăтлăх кĕртес ĕçрен те Лев Кураков айккинче юлман.

Унсăр пуçне вăл Чăваш Ишекре республикăри культурăпа патриотла центр йĕркелесе ярас тĕллевпе те чылай ĕç тунă. Ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăкпа юнашарах хăтлă кану вырăнĕ хута кайнинче, ял хапхинче илемлĕ стела вырнаçтарнинче тата ытти ĕçре те Лев Кураковăн тỹпи пысăк. Вĕсем пурте тăван халăхшăн пурнăçланă пархатарлă ĕçсем.

Хисеплĕ ентешĕмĕр яланах Чăваш Ен пур енĕпе те Раççейре кăтартуллă та пуян регионсен шутне кĕтĕр тесе тăрăшнă. Вăл шутра тăван Патăрьел районĕшĕн те кăмăлтан ĕçленĕ. Чылайăшĕ ăна паян пысăк ăс-хакăллă çын, хисеплĕ вĕрентекен, наставник, пурне те алă тăсса пулăшма хатĕр пулнипе ас тăваççĕ. Çăмăл мар ачалăхне пăхмасăр хăй тĕллĕн аталанса аслă çул çине тăнă академик. Çавăнпах-тăр пурăннă чухне ăсчах йывăр шăпаллă, нумай ачаллă çемьесене те сахал мар пулăшу панă, тимлĕх уйăрнă.

Асăну каçне хутшăннисем Лев Пантелеймоновичăн мăшăрĕн Альбина Дмитриевнăн аса илĕвĕпе хатĕрленĕ видеоролика пăхнă. Иртнĕ çулхи асăну каçĕнче вара Л. Кураков академикăн "Эпоха разума, гуманизма и чести" çĕнĕ кĕнекине пахаланăччĕ. Шел пулин те, вăл ентешĕмĕр пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн çеç кун çути курнă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вара вуншар кĕнеке пичетлесе кăларнă.

 Юлашкинчен мероприятие хутшăннисем ентеш-ăсчаха хисеп туса Асăну хăми умне чечек хунă, пуç тайнă.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика