Сăкăтра кăçал виççĕмĕш пушар алхасрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.12.2022, 18:42 Просмотров: 172

РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх паянхи кун тĕлне районта 63 пушар пулнă. Вăл шутра пушар хуралĕн сотрудникĕсем Сăкăтра виççĕмĕш хут вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Иртнĕ кĕçнерникун пĕччен пурăнакан арçыннăн çурт-йĕрĕ те, хуралтисем те вут-çулăм серепинче юрăхсăра тухнă. Сăлтавне экспертсем пайăрлатаççĕ. Çурт хуçи хăй те инкекре аллине хуçнă, пиçсе те кайнă. Халĕбольницăра сипленет.

Хальхи вăхăтра коллективсенче, шкулсемпе ача сачĕсенче Çĕнĕ çул ячĕпе мероприятисем йĕркелеççĕ, гирляндăсем çутаççĕ, шаплатакан хатĕрсемпе те усă кураççĕ тата ытти те. Районти пушар надзорĕ уявра вĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилине пăхăнмаллине питĕ çирĕп асăрхаттарать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика