Çĕнĕ çула - çĕнĕ ĕмĕтсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2022, 15:40 Просмотров: 121

Юратнă вулаканăмăрсем, хисеплĕ почта ĕçченĕсем! Сире тата сирĕн çемйĕрсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Черетлĕ 2022 çулпа сывпуллашатпăр. Сирĕншĕн те, "Авангард" хаçат ĕçченĕсемшĕн те вăл ырă пулăмсемпе асра юлатех. Çулленех эсир пирĕнпе пулни савăнтарать. Унсăр пуçне эсир, хаклă вулакансем, хаçат содержанине пуянлатас тĕлĕшпе те пирĕн çывăх пулăшакансем пулса тăратăр. Сирĕн ăсталăхăра, пирĕн пата çитернĕ корреспонденцисене пула районта пурăнакансем ку чухнехи çивĕч те тулли, тĕрĕс информацие вăхăтра вуласа тăраççĕ, çакă вĕсене пурнăçри лару-тăрăва тивĕçлипе хаклама май парать. Эсир çынсен ыйтăвĕсене кирлĕ çĕре çитерме пулăшатăр. Кăçал та Аслă Чементи Н.Кошелева, Çĕнĕ Ахпỹртри Н.Чумерин, Анат Туçари Н.Зайцева, Л.Платонова, Кĕçĕн Арапуçĕнчи В.Базманкин, Ишлĕри В.Тихонов, Алманчăри П.Киргизов, Шупашкарти Ю.Исаев, Н.Осипов, Нăрваш Шăхалĕнчи В.Платонов, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Н.Краснов, Çĕньялти М.Мадюкова, Н.Квасова, А.Дмитриев, Чăваш Ишекĕнчи С.Кулакова, Первомайскинчи Я.Степанов, Патăрьелĕнчи Е.Семенов, А.Мальцев, А. Афанасьев, А. Леонтьев, О.Каллина, Т.Шакуров, О.Такмакова, А.Каргина, Тăрăнти В.Петров, Кивĕ Ахпỹртри В.Мальцева, Л.Титова, Упамсари Е.Сымова, Туçари А.Фролов, Сителти И.Лякова, Красномайскинчи П.Семенов тата ыттисем те пирĕнпе çыхăну тытсах тăчĕç. Вĕсем общество шухăш-кăмăлне çынсен ăс-тăнĕпе ĕмĕт-тĕллевне, хăйсем патĕнче пулса иртекен мероприятисене асра юлмалла çутатма тăрăшрĕç. Малашне те хастарлăх ан чактăрах пирĕнпе çыхăну тытакансен. Сире çирĕп сывлăх, пултарулăхра çитĕнỹсем сунатпăр. Малашне те интереслĕ хыпарсем кĕтетпĕр.

Çĕршыв, республика, Юхмапа Пăла тăрăхĕ тытса пыракан çул-йĕрпе вулакансене паллаштарас, çĕнĕ хыпарсене халăх патне илсе çитерес, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарас тата явăçтарас енĕпе райхаçата почта ĕçченĕсем те пысăк пулăшу кỹреççĕ. Информацие вăхăтра вырăна илсе çитересси вĕсен ăсталăхĕнчен те, çаврăнăçулăхĕнчен те килет-çке.

Тавах пурне те пирĕнпе çыхăнура пулнăшăн. Ăнăçупа хастарлăх сирĕншĕн яланах шанчăклă çулташăрсем пулччăр. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлер. Тепĕр хут уяв ячĕпе пурне те!. "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика