ÇИТЕС тунтикунтан православи тĕнне тытса пыракансемшĕн Раштав типпин юлашки эрни пуçланать.Январĕн 7-мĕшĕ - Иисус Христос çуралнă кун. Савăнăçлă, çутă уяв. Тĕнчене Çăлакан ỹтленсе çурални çынсене чĕрĕлĕх çуттипе çутăлтарнă. Уяв ячĕпе районти чиркỹсенче кĕлĕсем иртеççĕ, тĕн йăли-йĕркине тытса пырса типĕ тытнисем Туррăн ỹчĕпе юнне ăша илеççĕ.
Çак аслă уява пурин те таса чунпа, ырă шухăшсемпе, пурне те юратакан чĕрепе, савăк кăмăлпа кĕтсе илесчĕ.
Ноябрь 2024 |