Шыва кăмăллакан Хура Кролик лăпкăлăхпа тăнăçлăха килĕштерет, туслăха мала хурать, лайăх çемье пуçĕ шутланать.
Китай календарĕпе 2023 çул - тăваттăмĕш зодиак çулталăкĕ. Шыва кăмăллакан хура кролик çулĕ утмăл çулта пĕр хутчен килет.
Астрологсен шучĕпе, çулталăк чĕр чун кăмăлĕпе пĕрешкел пулĕ. Кролик - питĕ çемçе, лăпкă, черчен. Вăл пысăк сиен кỹме, сăтăр тума пултараймасть. Кролик çулталăк тăршшĕпех пурнăç ырă пулассине, килĕшỹлĕх хуçаланассине систерет. Ку çул çемьери хирĕçỹсем лăпланĕç, çынсен хутшăнăвĕсем йĕркеленĕç. Кил-çурт юратупа тата телейпе тулĕ.
2023 çулта çывăх çынсене, тăвансене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кролик - çемьешĕн. Уншăн мăшăр тата ачасем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку çул çемье çавăракан, ача çуратакан ытларах пулĕ.
Шыв - юхăм палли. Çав вăхăтрах çемçе вăй. Хирĕç тăрусене ỹкĕте кĕртсе, кăмăла çавăрса татса пама май килĕ.
Килте кĕтсе илсен аванрах
Кролик кил ăшшине килĕштерет. Шăв-шав уншăн кăмăллă мар. Çавăнпа 2023 çула юратнă çынсемпе пĕрле килте кĕтсе илсен аванрах.
Пысăк кĕреке пухсан та юрать. Аякри тăвансене йыхравлани те вырăнлă. Хăнасен йышĕнче ют çынсем е сирĕн пата пĕрремĕш хут килекенсем пулмасан аванрах. Кролик çемье килĕшĕвне аркатакан кĕтменлĕхсене кăмăлламасть.
Килте Çĕнĕ çула кĕтсе илес темесен чи çывăх çынсем (атте-анне, ачасем, тете е шăллăм, аппа е йăмăк) патне кайма пултаратăр.
Халиччен палламан ушкăнра, çул çинче е урамра Çĕнĕ çула кĕтсе илесрен асăрханăр.
Уяв сĕтелĕ
Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче кролик какайĕ пулмалла мар! Ытти тĕрлĕ ашран е тинĕс çимĕçĕсенчен хатĕрленĕ апат лартмалла. Сĕтел çинче çавăн пекех ешĕл пахча çимĕç пулсан аван. Кролик купăстапа кишĕре, панулмие килĕштернине те ан манăр. Çуллă йывăр апат хатĕрлеме тăрăшмалла мар. "Çăмăл" салатсем пулсан вырăнлăрах.
Парне
Чĕркесе капăрлатнă пылак çимĕç, кролик ỹкернĕ сувенир е брелок лайăх парне пулĕ. Кролик хăтлăха юратать. Эппин, кил-çурт валли кирлĕ парне суйлама пулать: çурта, ваза, чечек чỹлмекĕ, пỹртре ỹсекен чечек.
Мĕн тăхăнмалла?
Килес çул ăнăçу илсе килме пултаракан тĕссен шутĕнче - хура тата кăвак. Çавăн пекех çут çанталăк тĕсне çывăххисем - хăмăр, симĕс, сарă, хĕрлĕ, сăрă, - килĕшỹллĕ пулĕç. 2023 çулта йăлтăркка пусмаран çĕленĕ тум капăр шутланĕ. Кролик çулталăкне кĕтсе илнĕ чухне тир-сăран таврашĕ пулмалла мар. Çулталăк хуçине кун пек килĕшмĕ.
Ноябрь 2024 |