Ыр кăмăллăха, спонсорла ĕç-хĕле аталантарас, çавăн пекех районăн социаллă пурлăхĕпе экономикине тата культурăна аталантарассишĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнă организацисене, предприятисене, предпринимательсемпе граждансене хавхаланатарас тĕллевпе 2017 çултанпа "Çулталăк меценантне" палăртаççĕ. Конкурса Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономика, социаллă тата культура пурнăçĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен, пысăк çитĕнỹсем тунă, ыр кăмăллăхпа палăрнă организаци-предприяти, предпринимательсем, уйрăм çынсем хутшăнма пултараççĕ.
Сумлă ята халиччен "РЕМИСС" пĕрлешĕвĕн директорĕ, Кзыл Камышра çуралса ỹснĕ Минхайдар Юсупов, "Лента" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, Анат Чакă хĕрĕ Роза Иванова, "ТАИФ" компани ушкăнĕн тĕп директорĕн экономикăпа финанс енĕпе ĕçлекен советникĕ, Кзыл Чишмара кун çути курнă Гузелия Сафина, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, фермер хуçалăх ертỹçи, Ыхра Çырминче пурăнакан Решит Санзяпов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Шупашкарти шур эрехпе ликер завочĕ" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, Пăлапуç Пашьелĕнче кун çути курса çи- тĕннĕ Олег Мешков, "Батырь" кооператив председателĕ, Патăрьелĕнче пурăнакан Василий Алексеев тивĕçнĕччĕ. 2022 çул пĕтĕмлетĕвĕпе "Çулталăк меценачĕ" хисеплĕ ятпа акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн директорне, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатне Петр Ялукова чысланă.
Ноябрь 2024 |