ÇĔНĔ ÇУЛĂН иккĕмĕш кунĕнче Пăлапуç Нурăсĕнчи райпо магазинĕнче каçхине сасартăк вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх инкек электропроводкăран тухнă тесе шутлаççĕ. Çывăх кунсенчех ăна экспертсем пайăрлатĕç. Пушарта чылай тавар çунса юрăхсăра тухнă. Январĕн 4-мĕшĕнче вара Патăрьелĕнчи тĕп больницăри травматологи уйрăмĕнчи массаж пỹлĕмĕнче чутах пысăк инкек пулман. Ăшăтакан кăмакан пульчĕ йĕркеллĕ ĕçлеменрен пушар тухма тытăннă. Инкеке вăхăтра парăнтарнă. Унта сипленекенсем никам та сиенленмен.
Ноябрь 2024 |