Кăшарнире шыва кĕмелли вырăнсене хатĕрлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.01.2023, 10:35 Просмотров: 450

ЯНВАРĔН 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Иисус Христос шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Кăшарни (Крещени)- Турра ĕненекенсемшĕн 12 аслă праçниксенчен пĕри. Тĕн уявĕн ырă йăлине малалла тăсса Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çулсеренех ялсенче вак касса хатĕрлеççĕ. Иртнĕ çул сакăр ялта шыва кĕрсе чунне те, ỹтне те тасатма пултарчĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, сăвапланă шывра чỹхенсе тухас текенсем валли мĕн пур услови пулмалла. Хальлĕхе пилĕк территори уйрăмĕнче ваксем хатĕрлес пирки заявкăсем тăратнă. Ыттисем те кун пирки пайăрлă йышăну тусан ваксен шучĕ ỹсĕ.

Аса илтерсе хăварасшăн:

Кăшарнире вакка чăмса тухас, çылăхсенчен тасалас текенсен сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла, хăйсене яваплă утăма тума малтанах хатĕрлемелле. Тĕн праçникĕ кунхине вара вак çывăхĕнче мĕн пур хăрушсăрлăх тата пулăшу служби ĕçлĕ. Çанталăка сăнакансем çак кунхине 7 градус таран çеç сивĕ пуласса шантараççĕ. Шартлама хыççăн шыва кĕрекенсемшĕн çакă та пĕлтерĕшлĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика