90 çул - пысăк пуянлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 13.01.2023, 10:57 Просмотров: 479

Çулĕсем шултăраланнăçемĕн çывăх çынăмăрсене çирĕп сывлăх, ăшă сăмах, канлĕ ватлăх, ывăл-хĕрĕн хисепĕ çеç кирлĕ. Ытти пурте пур. Çуртне лартнă, ачисене çуратса ỹстернĕ, вăрман евĕр кашласа ларакан сачĕ те кăмăла çĕклет.

Валентина Воробьева Анат Туçа ялĕнче кун çути курнă. Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл 90 çул тултарчĕ. Ачалăхĕ йывăр вăхăта лекнĕ унăн. Йышлă ачаллă çемьере Валентина чи асли пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ăна йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхма тивнĕ. Колхоз ĕçне те çамрăклах кỹлĕннĕ хĕр. Мускав облаçĕнче торф кăларнă çĕре те хутшăннă Валентина Алексеевна. Унтан таврăнсан "Гвардеец" колхозăн сурăх фермине ĕçе кĕнĕ.

Ял каччипе пĕрлешсе çемье çавăрнă. Ĕçрен пĕртте ỹркенсе тăман вăл. Пахча çимĕç бригадине çỹренĕ. Ун чухне колхозра сухан-севок çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Вĕсен анисене çум курăкран тасатма пайсем уйăрса панă. Амăшĕ ачисене хăйĕн çумне тăратса çумлаттарнă. Пĕчĕклех ĕçе явăçтарнă. Хальхи вăхăтра ансат çитĕнтереççĕ çак культурăна. Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче вара пурне те алă вĕççĕн пурнăçланă. Эрни-эрнипе çум çумланă. Пуçтарса кĕртнĕ чухне те таврана каç сĕмĕ çапмасăр ана çинчен тухайман.

Валентина Алексеевна Иван Максимовичпа 4 ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă, çемьелентернĕ, çурт-йĕр çавăрма пулăшнă. Володьăпа Зоя хăйсем те тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Ывăлĕ ашшĕ пекех райпо системинче ĕçленĕ. Хĕрĕсем те хăйсен профессине чунтан юратнине çирĕплетеççĕ. Зоя сывлăх сыхлавĕнче, районти тĕп больницăра вăй хурса ят-сум çĕнсе илнĕ. Галина та ун çулĕпех кайнă. Мускав хулинче çак сферăра тăрăшать. Юра - предприниматель.

 - Ырлăхра пурăнатпăр. Ĕлĕкхи пек ирпе ирех тăрса каланкка хутасси çук. Кăвар çинче капăртма, кăмакара çăкăр пĕçересси те манăçа тухрĕ. Çамрăк пулнă, харсăр пулнă тесси çеç юлать. Ăрăва малалла тăсакансем йĕркеллĕ çитĕнчĕç. Хамăрăн та хисеп çĕре ỹкмерĕ. Ачасен хỹтлĕхĕнче пулнишĕн савăнатăп. Кỹршĕри ывăлпа кин пулăшсах тăраççĕ. Ыттисем те тунсăхлаттарсах тăмаççĕ.

Хăйсем те вăрăм ĕмĕрлĕ пулччăрах. Ватă çын пилĕ çитет, теççĕ,- тет Валентина Алексеевна.

Ĕçне кура - чысĕ. Паянхи пурнăçпа кăмăллă пулăнах. Уйăхсерен пенси илет. Тухтăрсем те ĕç ветеранĕн сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ. Çывăхра пурăнакан Лида йăмăкĕпе кĕрỹшĕ те аппăшне куçран вĕçертмеççĕ, пулăшма ỹркенмеççĕ. У

лмисем йывăççинчен аякка ỹкмен. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кĕрỹшĕсемпе кинĕсем ĕçрен харсăр пулнишĕн хĕпĕртет ватă. Ăрăва малалла тăсакан мăнукĕсем те савăнтараççĕ. Çавна пула амăшĕн, асламăшĕн, кукамăшĕн ватлăхĕ канлĕхре те ĕнтĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика