Алманчă ялĕнче çуралнă. Кунти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И. Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлỹ пухнă. Л.Ковалюк ВЛКСМ райкомĕнче шкул пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 8 çула яхăн республикăри пĕлỹ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, хулари çамрăксен общежитийĕнче воспитательте тăрăшнă. Нумай çул республикăри кĕнеке юратакансен обществине ертсе пынă. Л.Ковалюк - Раççей журналисчĕсен тата писателĕсен союзĕн членĕ, Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Паян вулакана Лидия Алексеевнăн юлашки вăхăтра çырнă сăввисемпе паллаштаратпăр.
Мĕн вăл Çĕнĕ çул тени?
- Сивĕ хĕл те юр выртни,
Урамри шуçлак-пăрлак,
- Аксиома ку, паллах.
Пурте - вăйă картинче,
Капăр чăрăш - варринче.
Йăлтăр-йăлтăр, йăлтăрти,
Çутă-çутă çăлтăрпи,
Килтĕн эс савăнтарма,
Сăвă-юрă юхтарма.
Купăс сасси ян та ян!
Çитрĕ Хĕл Мучи, тăван.
Тăрăр çаврана, атьсем,
Шăрататпăр юрăсем.
Çакă вăл - телей, уяв,
Кучченеçшĕн-мулшăн тав:
Савăнăç, кун-çул сĕнни,
Çĕн çулта телей сунни!
Х Х Х
Çĕрĕм-шывăм карттине тикĕслесшĕн ют,
Тĕп Европа варринче вăл тăвасшăн çурт,
Хатĕр самантрах лартма мишавай юпи,
Уншăн пирĕн аслă çĕр - пăнчă çеç эппин.
Хỹхĕм çăлтăрлă тỹпе, Атăл, хум сикки,
Улăх-хир, çырма-çатри,
Чăваш Ен чикки.
Карăк-пăчăрлă вăрман, ĕнĕрлен хăва.
Парĕç хал çитес çулта, пурăнма хăват.
Сăхă несĕллĕ пулма вĕрентмен пире,
Чунлантарнă ачаран юратма ире.
Тăнăç пурнăç пуласса шанăçпа кĕтер,
Ют-ултавçă ĕмĕлкки кайĕ, ĕненер!
Х Х Х
Сансăр сивĕ мана çав тери,
Эс, савниçĕм - иленкĕ
Турри, Лăпкă çил, сар хĕвел те çеçке,
Тутлă çимĕç, им, наркăмăш-çке.
Ырă аист, шырамăп сана:
Тунсăха эс сирсессĕн кăна,
Хураскерĕм, килсемччĕ вĕçсе,
Эп йăл кулăп шевлеллĕн çиçсе.
Шанмасассăн, эс, тусăм çакна?
- Çухатан ăраскал-шăпана.
Х Х Х
Пĕрре килетпĕр тĕнчене, пĕрре!
Çĕр хут, пин хут каланă кун çинчен.
Мĕн-ма çакна манатпăр, чĕмере?
Вăрçатпăр, кỹлешетпĕр темĕнччен.
Пĕрне-пĕри савса та юратса,
Юратура телейлĕ кун тупса
Утасчĕ килĕшỹллĕ сăмахпа
Куласчĕ çĕкленỹллĕ сасăпа.
Х Х Х
Чĕннипе чĕнменни çук усси:
Ахлату та пĕр сăнчăр сасси.
Тĕнчемĕр хĕрри вăл илемлĕ,
Туртать хăй патне илĕртỹллĕн.
Унта... Саянсен хыçĕнчен
Утмалла, утмалла инçете.
Мĕн калайăн: тĕнчемĕр хĕрри!
Шухăшлатăн: çитме май пур-и?
Чалăш çумăрпалан сив çилсем,
Аякри хура пысăк чулсем...
Çакăнта пуль Раççейĕн чикки,
Ун пуçламăшĕ - çĕр иленки.
–- иленки - илем
Ноябрь 2024 |