Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче граждансен пухăвĕсем пуçланчĕç. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен пĕрремĕш пуху Тутар Сăкăтĕнче иртрĕ.
Муниципалитет округĕнчи территори пайĕ пĕр ялтан тăрать. Паян Тутар Сăкăтĕнчи 465 хуçалăхра 1100 çын пурăнать.
Пухăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕсен, территори пайĕнчи организаци, учреждени ертỹçисем, обществăлла организацисен представителĕсем, Тутар Сăкăт çыннисем хутшăнчĕç.
Тутар Сăкăт халăхĕ умĕнче территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Динар Козлов 2022 çулта пурнăçланă ĕçсемпе, 2023 çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех пухура Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ Зефар Сабитов, Патăрьел муниципалитет округĕн тата территори пайĕн представителĕсем те тухса калаçрĕç.
Граждансен пухăвĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьел муниципалитет округне 2025 çулччен комплекслă аталантармалли программăпа тĕплĕн паллаштарчĕ, ял çыннисене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ.
Çак эрнере çакнашкал пухусем Первомайски, Сăкăт, Çĕнĕ Ахпỹрт, Çĕньял территори пайĕсенче иртмелле.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |