"АВАНГАРД" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухма пикенни кăçал февралĕн 8-мĕшĕнче 92 çул çитет. Çак тапхăрта паянхи "шурсухалăмăр" сахал мар журналиста туптаса кăларнă. Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсене паллă тунă кунсенче пиртен уйрăлса кайнă калем ăстисене аса илни вырăнсăр пулмĕ: Н. Фомин, К. Юлдашев, А. Плешков, В. Ларкузов, В. Сурков, Н. Волков Е. Крылова, С. Перепелкин...
Хаçатçăсем ĕçлеме çеç мар, шỹтлеме те питĕ маçтăр пулни те асрах. Çакă творчество коллективне пысăк хавхалану çеç кỹнĕ. Пĕррехинче Мускава экскурсие кайнă чухне (40-45 çул каяллах) пĕр шỹт ăсти сотрудникăн кутамккине вăрттăн чикнĕ хĕрлĕ кирпĕче тĕп хуламăрах илсе çитерни паянхи ку та хаçат ĕçченĕсемшĕн анекдот вырăнĕнчех çỹрет...
Ноябрь 2024 |