Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2023, 10:43 Просмотров: 413

 Журналист, писатель, СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ (1962), истори наукисен кандидачĕ (1981), Çемен Элкер, Алексей Талвир, Николай Никольский ячĕллĕ премисен лауреачĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ (1993), Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1998), профессор (2009), И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Иван Яковлевич Тенюшев (19.01.1923-14.02.2016) 100 çул каялла Алманчăра çуралнă.

И. Тенюшев - Патăрьелĕнчи педагогика училищин, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕ. Хăйĕн ĕç стажне вĕрентекен пулса пуçланă. Йĕпреç район хаçатĕнче, "Çамрăк коммунист", "Вучах" хаçатсенче редакторта, "Коммунизм ялавĕ" хаçатра пай заведующийĕнче тăрăшнă. 1967-1983 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хунă. Вăл ассистент, аслă преподаватель, доцент, декан çумĕ пулнă. 1984-1990 çулсенче - Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ. 1991-2007 çулсенче "Булгар" издательство директорĕнче тăрăшнă. 2002-2011 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче журналистика факультечĕн кафедра заведующийĕ, пĕрлех 2009-2013 çулсенче çак кафедра профессорĕ, 2013-2015 çулсенче журналистика кафедрин профессорĕ пулнă.

 И. Тенюшев журналистика теорийĕпе практики, историйĕ пирки чылай ĕç пичетленĕ. Вĕсем хушшинче - "Публицистика на службе чувашскому народному делу", "История развития чувашской журналистики", "Верно служило ему и перо" тата ыттисем те.

Ентеше Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ, "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденсемпе тата медальсемпе наградăланă.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика