.Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2023 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче кăларнă 1-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствине Михаил Степанов ертсе пырĕ.
Вăл 36 çулта, Шупашкар хулинче çуралса ỹснĕ. Михаил Владимирович И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Наци экономики" специальноçĕпе аслă пĕлỹ илнĕ, цифра трансформацийĕн ертỹçисене хатĕрлекен ятарлă вĕрентỹ витĕр тухнă. Маларах Михаил Степанов Чăваш Республикин цифра министерствинче информаци технологийĕсене ĕçе кĕртмелли уйрăма, информаци технологисен центрне ертсе пынă.
Ноябрь 2024 |