Анастасия Красновăпа Александр Ларев - олимпиада çĕнтерỹçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.01.2023, 12:48 Просмотров: 297

 ÇУЛСЕРЕНЕХ пирĕн тăрăхран тĕрлĕ предметпа регион шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартакан вĕренекенсем сахал мар пулаççĕ. Хальхи вăхăтра вара малтанхи кăтартусемех савăнтараççĕ. Акă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулта 9 класра вĕренекен хастар, Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ Анастасия Краснова тата Пăлапуç Пашьелĕнчи 8 класри Александр Ларев тăван ен культурипе йĕркеленĕ регион шайĕнчи олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕрентекенĕсем - Светлана Кулаковăпа Светлана Никитина. Олимпиада çĕнтерỹçисем вĕренỹре те, общество пурнăçĕнче те, спортра та хастар, тăрăшуллă. Çывăх вăхăтра ытти предметпа та олимпиадăсем иртĕç.

Архив материалов

Декабрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика