Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче граждансен пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Çак кунсенче Первомайскинче пурăнакансем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене çивĕчлетнĕ.
Пухăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕсен, Первомайски территори пайĕнчи организаци, учреждени ертỹçисем, обществăлла организацисен представителĕсем, Первомайски çыннисем хутшăннă.
Чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхне 2025 çулччен аталантармалли комплекслă программăпа, халăхăн пурнăçне хăтлăлатмалли тĕллевсемпе паллаштарнă. Малалла Первомайски территори пайĕн специалист-эксперчĕ Наталия Ермошкина территори пайĕн администрацийĕн 2022 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, 2023 çулхи тĕллевсем пирки каласа панă. П
ервомайскинчи граждансен пухăвĕнче çынсем тĕрлĕ ыйтăва çивĕчлетнĕ. Вăл шутра çулсене тирпейлĕ пăхса тăрасси, хуçасăр йытăсем, коммуналлă каяшсене вăхăтра илсе тухасси, ирĕклĕ пушар командин ĕçĕ Сосновски пултăранĕпе кĕрешесси тата ытти те.
А. НИКОЛАЕВА.
Ноябрь 2024 |