ПУШАР надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ шăматкун вут-çулăмпа кĕрешекенсен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче умлă-хыçлах икĕ пушара сỹнтерме тивнĕ: Алманчăра Степановсен йывăç çурчĕ çунса кайнă, Анат Чакăра Терентьевсен сарайĕ вут серепине çакланса юрăхсăра тухнă. Пĕрремĕш тĕслĕхпе лаборатори эксперчĕсем сăлтавне пайăрлатаççĕ, иккĕмĕшĕнче вара выльăхсен сарайне ăшăтма çутнă хĕрлĕ лампа вĕриленсе кайнăран пушар тухнă.
Ноябрь 2024 |