Фермер ĕçне пуçăнакансене - çăмăллăхсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2023, 11:58 Просмотров: 294

Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем республикăра патшалăх паракан грантсене чи нумай илекеннисенчен пĕрисем. Юлашки виçĕ çулта 51 фермер хуçалăхĕпе 7 кооператив 522 млн тенкĕ ытлалăх грант илме тивĕçнĕ.

"Фермер ĕçне пуçăнакан" программăпа 5 фермер (18 млн тенке яхăн), "Çемье фермерĕпе" - 14 (134 млн тенкĕ), "Перспектива" программăпа 3 фермер (30 млн тенкĕ патне) илнĕ. Фермер ĕçне пуçăнакансемпе кооперативсем кăçал та тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Патшалăх паракан пулăшу тĕсĕсемпе январĕн 20-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта йĕркеленĕ канашлура "Агро-Инноваци" хысна учрежденин тĕп специалисчĕ Ольга Михайлова тĕплĕн ăнлантарчĕ. Документсем хатĕрленĕ, бизнес-план тунă чухнехи çитменлĕхсене палăртрĕ. Фермер шкулĕнче вĕренни, ял хуçалăх специалисчĕн профессине илни комисси витĕр тухнă чухне хушма балсем панине каларĕ.

Канашлăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакансем, фермер хуçалăхĕ йĕркелес шухăшлисемпе ял хуçалăх ертỹçисем хутшăнчĕç.

- Ĕçлес текене патшалăх пулăшать. Грант илекен мĕн чухлĕ нумайрах, Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономики те çавăн чухлĕ вăйлăрах. Программăсем ялан пулмаççĕ, çакна шута илсе вĕсемпе туллин усă курмалла, - терĕ Рудольф Васильевич кăçал гранта тивĕçекенсен шучĕ тата нумайрах пуласса шаннине пĕлтернĕ май. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвне илмелли документсене хатĕрлеме пулăшнине, канашсем панине пĕлтерчĕ.

Канашлăва хутшăнакансем грант илессипе çыхăннă, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатрĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика