Сурхурие тухрăр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2023, 12:09 Просмотров: 213

Çитрĕ кĕтнĕ Сурхури

 Хирĕç тухса илтĕр-и?

Хапха уçса хутăр-и?

Айтăр, тухăр, ачасем

Урам тăрăх кайăпăр,

Килрен-киле çỹрĕпĕр,

Салам-хăмла пухăпăр,

Кукăль-çимĕç илĕпĕр.

Сурхури-тĕк Сурхури,

 Чаплă пултăр Сурхури.

Сурхури - чăвашсен авалхи уявĕ. Ĕлĕкрех ăна кун вăрăмланма пуçласан ирттернĕ. Унта ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Аслă Чементи вăтам шкулти "Овация" театр кружокне çỹрекенсем кружок ертỹçи, çак сăмахсен авторĕ ертсе тата Л. Ежова ялти библиотекарь пулăшса пынипе Сурхурие паллă турĕç. Кружока çỹрекен ачасен ашшĕ- амăшĕ Н.Матросова, Е.Сюзюкина тата В.Фролов уява ирттерме хутшăнни кăмăллă пулчĕ. Ĕлĕкхи тумтир тăхăнса килĕрен киле çỹресе йăла-йĕркене кăтартнă май, ачасемпе аслисем сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, такмак каласа ташларĕç, юмăç ячĕç, вăйăсем вылярĕç. Пуленке шутласа мăшăрлă е мăшăрсăр пулассине палăртрĕç. Ỹркенмесĕр витене тухса сурăхсене урисенчен тытрĕç. Çакăнтан пулса кайнă та ĕнтĕ уяв ячĕ. Шурă сурăх - çутă, хура - тĕттĕм çỹçлĕ мăшăр пуласса систернĕ. Кил хуçисен виçĕ картара виçĕ тĕслĕ выльăх тытмалла пултăр, чун çумне чун хушăнса пытăр тесе урайне пăрçа сапрĕç. Ырă хуçасем сурхури ачисене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă йăлана малалла тăсни ачасен кăмăлне кайрĕ.

Н. КОШЕЛЕВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика