Николай Лукиянов çемйи салтаксене ыр кăмăллăхпа хавхалантарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.01.2023, 12:57 Просмотров: 270

АЛМАНЧĂРА пурăнакан Николай Лукиянов çемйине çак тăрăхра пурăнакансем ырă енчен çеç пĕлеççĕ. Нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕ сăваплă та пархатарлă ĕçсене яланах хастар хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне хушма хуçалăхри пысăк парниксенче çулсеренех хăяр, помидор çитĕнтереççĕ, ачисене тивĕçлĕ воспитани параççĕ тата ытти те. Çав вăхăтрах Николай Васильевич ял чиркĕвне те, преподобный Серафим Соровский скитне те ыр кăмăллăхпа пулăшма май тупать. Çак кунсенче çеç вĕсем Украинăри çар операцине хутшăнакан салтаксене те хăйсен çемье ăшшине парнеленĕ, хаклă йышши вĕр çĕнĕ бензопăчăкă парса янă.

Турă хăвачĕпе хавхаланса пурăнакан çемьен ыр кăмăллăхĕ иксĕлми. Темиçе кун каялла çеç вĕсен ялĕнчи пушарта çунса кайса шар курнă çемьене те Лукьяновсем хăйсен хỹтлĕхне илсе юнашар ларакан кивĕ çуртне пурăнма кĕртнĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика