ПИРĔН хисеплĕ ентешĕмĕре, чăвашсен пултаруллă сăвăçине, прозăçине, драматургне, Марина Федоровна Карягина паллă журналиста çак кунсенче Раççей кинематографисчĕсен пĕрлĕхне илнĕ.
Сумлă комисси вăл ỹкернĕ фильмсене пăхса унăн пултарулăхне хак панă, теле тата кинофестивальсемпе конкурссенче çĕнтернине те шута илнĕ. Сăмах май каласан, шăпăрлансене те, аслисене те тыткăнлакан "Çывăр, аптраман тавраш" телекăларăм авторĕ паянхи куна Раççей кинематографисчĕсен союзне кĕнĕ Чăваш Республикинче пурăнакан иккĕмĕш çын çеç. Пĕри - илемлĕ фильмсен художник постановщикĕ Игорь Дадиани модельер, тепри - Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, Кивĕ Ахпỹртре çурлса ỹснĕ Марина Карягина.
Ноябрь 2024 |