Ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2023, 14:26 Просмотров: 572

Январĕн 25-мĕшĕнче районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекенсен станцинче канашлу иртрĕ. Унта выльăх тухтăрĕсем, ветеринари участокĕсен заведующийĕсемпе ветфельдшерсем 2022 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Мероприятие районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов ертсе пычĕ. Вăл иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсемпе, вăхăтра профилактика мероприятийĕсем йĕркеленине, пĕрлехи вăйпа усал чирсене хирĕç кĕрешсе вĕсене Юхмапа Пăла тăрăхĕнче аталанма паманнине каларĕ.

Канашлăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов та хутшăнчĕ. Вăл 2022 çулти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусемпе кĕскен паллаштарчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕ сĕт сăвассипе республикăра - иккĕмĕш, аш-какай туса илессипе виççĕмĕш вырăн йышăннине, çакăнта выльăх тухтăрĕсен тỹпи те пысăккине палăртрĕ. Çăмăл мар ĕçшĕн тав тунă май çитĕнỹсем, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама сунчĕ.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе чи лайăх кăтартусем тунă ветлечебницăсемпе ветучастоксен коллективĕсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Пĕрремĕш вырăна Первомайскинчи ветлечебницăра (заведующийĕ Надежда Трофимова) тата Турханти ветучастокра (Сергей Пятаков), иккĕмĕшне Аслă Чементи (Татьяна Семенова) тата Ишлĕри (Елена Зверева), виççĕмĕшне Сăкăтри (Татьяна Чумакова) тата Кзыл Чишмари (Филия Фазуллова) ветучастоксенче вăй хуракансем йышăнчĕç.

 О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Февраль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 1 2 3

Яндекс.Метрика