Пулăшушăн ентешсем тав тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.02.2023, 13:33 Просмотров: 619

ШĂНКĂРТАМ территори пайĕнчен Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне ăсатнă гуманитари пулăшăвĕ вырăна çитнĕ. Фурăпа çула тухнă Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Дамир Земдиханов, Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ, Общество палатин членĕ Мансур Хайбуллов, Шăнкăртам ялĕн Общество канашĕн председателĕ Ильназ Мифтахутдинов тата Ильнур Шарафутдиновпа Олег Асеинов тăван ен ăшшине çитернĕ. Вĕсене салтаксем хĕпĕртесе кĕтсе илсе тав тунă. Автомашинăсем, тепловизорсем, квадракоптерсем, тимĕр кăмакасем, ăшă тумтир, апат-çимĕç тата ытти те вырăнлă пулнине палăртнă. Кашнийĕ тăван киле хăйсенчен ăшă салам çитерме ыйтнă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика