Ĕнер Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕсем - Дмитрий Лукьянов, Юрий Тинюков, Павел Шадиряков тата Владимир Кустов - Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакасем патне Патăрьелĕнчен гуманитари пулăшăвĕпе çула тухрĕç. Вĕсем саккăрмĕш хут Тăван çĕршывшăн кар тăнă ентеш-салтаксем патне кайрĕç. Унта апат-çимĕç, ăшă тумтир, çар операцинче усă курма кирлĕ ытти япаласене те хунă. Вĕсене пурне те чун-чĕре ăшшине салтаксем патне çитерес текенсем пуçтарнă.
Вăрăм фура çинчи тĕп тиев - УАЗ автомашина. Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Владимир Кустов çар операцине хутшăнакансене ырă ĕç туса пулăшма шутланă, хуçалăхра хăй усă куракан автомашинине парса ячĕ. "Пирĕн пĕчĕк пулăшу салтаксене пысăк çĕнтерỹ тума вăй-хăват хуштăр, нацистсене тĕп тума пулăштăр. Эпир - вĕсемпе пĕрле. Пĕрлĕх- ре вара - вăй, çĕнтерỹ...",- терĕ сăпайлăн çеç Владимир Анатольевич. Сăмах май каласан, Кĕçĕн Арапуç хастарĕ çакнашкал тивĕçлĕ йышăну тунине ырламасăр тăма май çук. Иртнĕ çулла вĕсен хуçалăхĕнче ăнсăртран пушар тухнă, çемье чылай тăкак тỹснĕ. Апла пулин те пурнăç паттăрĕ (çаплах калас килет) пуçа усманни, ырă ĕмĕтпе малалла талпăнни ыттисене те хавхалантарĕ. Автомашина хуçи хăй те çак ушкăнпа пĕрлех вăрăм çула тухса кайрĕ. Вĕсем Турăпа пĕрле лайăх çеç çаврăнса килччĕр.
А. ЕГОРОВА.
Ноябрь 2024 |