«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чĕнет

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2023, 18:54 Просмотров: 570

Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ -2023» массăллă чупу кăçал февралĕн 11-мĕшĕнче иртет.

Старта Патăрьел муниципалитет округĕнчи пур ялта та тăрĕç. Патăрьел, Çĕнĕ Ахпÿрт, Тăрăн территори пайĕсенче пурăнакансен тата кунти организаци-предприяти, учреждени  представителĕсен «Паттăр» стадиона пуçтарăнмалла. Чупăва 11 сехет те 45 минутра савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ.

Çав кун  тĕрлĕ ÿсĕмри йĕлтĕрçĕ старта тăрĕ. Мала тухнă участниксене дипломсемпе тата парнесемпе наградăлаççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен врач ирĕк пани кирли пирки манмалла мар.

Йĕркелÿ комитечĕ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика